Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
9 Октябрӗн 2023, 09:35

Пушкӑрт ҫынни хӑйӗн автомобильне СВОра усă курма панӑ

Машина республикӑри гуманитари конвойӗсенчен пӗринпе пӗрле зонӑна кайнӑ.

Пушкӑрт ҫынни хӑйӗн автомобильне СВОра усă курма панӑ
Пушкӑрт ҫынни хӑйӗн автомобильне СВОра усă курма панӑ

Белорецк районӗнче пурӑнакан Вадим Бурачинский ятарлă çар операцине хутшăнакан боецсем валли хӑйӗн "Лада" автомобильне панă, пĕлтерет Пушкăрт ЦУРĕ муниципалитет пуҫлӑхӗн Андрей Иванютан сăмахĕсене тĕпе хурса.

Машина республикӑри гуманитари конвойӗсенчен пӗринпе пӗрле зонӑна кайнӑ.

Андрей Иванюта ҫырнӑ тӑрӑх, "ласточка" арҫыншӑн темиҫе ҫул тăршшĕ тӗрӗс-тĕкел ӗҫленӗ — ҫӗнӗ машина туяннӑ хыҫҫӑн ӑна сутма шел пулнӑ, ҫавӑнпа Вадим Бурачинский транспорт хатӗрне ырӑ ӗҫе пама шут тытнӑ.

Белорецк районĕнче пурăнаканăн передовойра тӑванĕпе пиччĕшĕн хĕрĕн упăшки службӑра тӑни паллӑ.

"Вадим ун ҫинчен ҫырма тӳрех килӗшмерӗ, анчах ку пирӗншӗн пуриншӗн те тĕслĕх пек кирлӗ тесе шутлатӑп. Тавтапуҫ арҫынла ӗҫ тунӑшӑн!", — тав тунă Белорецк район администрацин ертӳҫи.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Андрей Иванютӑн социаллă сечӗ.

 

https://www.bashinform.ru/news/svo/2023-10-07/zhitel-bashkirii-otdal-svoy-avtomobil-na-nuzhdy-svo-3467011

 

Пушкӑрт ҫынни хӑйӗн автомобильне СВОра усă курма панӑ
Пушкӑрт ҫынни хӑйӗн автомобильне СВОра усă курма панӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: