Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
13 Октябрӗн 2023, 13:50

ПДДна пӑхӑнмалли хӑнӑхусене аталантарнă

Пӳртрен урама тухсан, пирӗн ачасем ҫуран ҫӳрекенсем пулаççĕ.

ПДДна пӑхӑнмалли хӑнӑхусене аталантарнă
ПДДна пӑхӑнмалли хӑнӑхусене аталантарнă

Пӳртрен урама тухсан, пирӗн ачасем ҫуран ҫӳрекенсем пулаççĕ. Вӗсем ача садне, шкула, лавккана, хӑнана каяҫҫӗ-и е ахаль уҫӑлса ҫӳреҫҫӗ-и-вӗсем тӗрлӗ инкексемпе, хӑрушлӑхсемпе тӗл пулма пултараҫҫӗ.
Хӑйсен пурнӑҫне хӑрушлӑх кӗртес мар тесен, ачасен ҫул-йӗр правилисене ҫирӗп пӗлмелле тата пӑхӑнмалла. Ачасене тӗп çул-йĕр правилисене вӗренме, пирӗн ҫулсем ҫинче ҫул паллисем мӗнле вырнаҫнине, светофорсем мӗн тума кирлине, ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансем хӑйсене мӗнле тытмаллине тата ытти те тĕрлĕ мероприятисем пулӑшаҫҫӗ.
Пишпÿлекри "Умка" ача сачĕн шкула хатĕрленекен 4-мĕш тата 5-мĕш ушкӑнĕсен, 6-мĕш аслӑ ушкӑнӑн ачисем тата 3-мĕш вӑтам ушкӑнӗн ачисем " Пирӗн тус - Светофор!" театрлă представлени пăхнă, унӑн тӗллевӗ - çул-йĕр правилисене пӑхӑнмалли хӑнӑхусене аталантарасси.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Умка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public217412282

 

ПДДна пӑхӑнмалли хӑнӑхусене аталантарнă
ПДДна пӑхӑнмалли хӑнӑхусене аталантарнă
ПДДна пӑхӑнмалли хӑнӑхусене аталантарнă
ПДДна пӑхӑнмалли хӑнӑхусене аталантарнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: