#владимирпутин
Боецсен ачисене уйрӑмах тимлемелле, вӗсемшĕн хăвар ачăрсемшӗн тӑрӑшнӑ пекех тӑрӑшмалла, тенĕ. Кун пирки октябрӗн 23-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пӗлтернӗ.
"Кунта пурте кирлӗ, анчах эсир ачасем ҫинчен калани, паллах, уйрӑм тимлӗх кирлĕ. Пирӗн СВО боецӗсен ачисене хӑвăр ачăрсемшӗн тӑрӑшнӑ пек тимлӗ пулмалла", - палӑртнă Путин Кабардино-Балкарин ертӳҫипе Казбек Коковпа тӗл пулнӑ чухне.
Республика пуҫлӑхӗ, хӑй енчен, Президента "Дети героев" проекта пурнӑҫлани ҫинчен, ун шайӗнче лару-тӑрӑва социаллӑ ӗҫченсем урлӑ тӗрӗслесе, сӑнаса тӑни ҫинчен каласа панă.
"Проект СВОна хутшăнаканăн ывӑлӗ е хӗрӗ пуласси - мӑнаҫлӑх пулнине çирĕплетмелле", - пӗтӗмлетнӗ Коков.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА/Илья Наймушин.
https://iz.ru/1593783/2023-10-23/putin-potreboval-osobogo-vnimaniia-i-zaboty-dlia-detei-boitcov-svo