Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Сывлӑха ҫирӗплетĕр Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕШкул ачисем пушар чаçĕнче экскурсинче пулнăПушкӑрт ҫыннисене "ПрофФест"-2025 ваканси ярмăрккине чӗнеҫҫӗ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕЛюбимова музейсемпе библиотекӑсене модернизацилени çинчен Путина пӗлтернӗИнструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклă
Пур хыпар та
10
Общие статьи
25 Октябрӗн 2023, 11:36

Радий Хабиров: "Этнотуризм енӗпе Пӗтӗм Тӗнчери форума эпир Уфара виҫҫӗмӗш хут ирттеретпӗр"

Октябрӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа 26-мӗшӗччен Уфара этнотуризмпа III Пӗтӗм Тӗнчери форум иртет.

Радий Хабиров: "Этнотуризм енӗпе Пӗтӗм Тӗнчери форума эпир Уфара виҫҫӗмӗш хут ирттеретпӗр"
Радий Хабиров: "Этнотуризм енӗпе Пӗтӗм Тӗнчери форума эпир Уфара виҫҫӗмӗш хут ирттеретпӗр"

Октябрӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа 26-мӗшӗччен Уфара этнотуризмпа III Пӗтӗм Тӗнчери форум иртет. Кун пирки ВК хӑйӗн страницинче Пушкӑрт Республикин пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ҫырнӑ:
"Пирӗн республика питӗ хӑйне евӗрлӗ, кунта нумай халӑх представителӗсем пурӑнаҫҫӗ. Чи кирли - хӑйсен никампа танлаштарайманнине, культурине тата йӑли-йӗркине упраҫҫӗ.
Туризм индустрийĕ – экономикӑн пысӑк пайӗ, унпа производство, кану базисем, урӑх инфратытӑм тӑвасси, маршрутсем туса хатӗрлесси ҫыхӑннӑ. Ку отрасле аталантарассине эпир пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр.
Раҫҫей Пушкӑртстанне тӗнчене уҫас тӗлӗшпе активлӑ ӗҫлетпӗр. Пирӗн уйрӑм территорисем, ҫутҫанталӑк, истори, культура палӑкӗсем пур. Туристсем пирӗн "Янган-Тау" тата "Торатау" геопарксене, Пӗтӗм тӗнчипе чапа тухнӑ Шульган-Таш çĕр хăвăлне пӗлеҫҫӗ.

Пирӗн республикӑра пурӑнакансемпе хӑнасем Пушкӑртстанра хӑтлӑ канма пултарччӑр тесе малалла условисем йӗркелетпӗр."

https://vk.com/radiyhabirov?w=wall413272232_1117413&ysclid=lo47zheg2j240066321

 

Радий Хабиров: "Этнотуризм енӗпе Пӗтӗм Тӗнчери форума эпир Уфара виҫҫӗмӗш хут ирттеретпӗр"
Радий Хабиров: "Этнотуризм енӗпе Пӗтӗм Тӗнчери форума эпир Уфара виҫҫӗмӗш хут ирттеретпӗр"
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: