Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
12 Ноябрӗн 2023, 16:03

Ноябрӗн 12-мӗшӗнче "Кăсăя кунӗ"

Ноябрӗн 12-мӗшӗнче "Кăсăя кунӗ" ятлӑ.

Ноябрӗн 12-мӗшӗнче "Кăсăя кунӗ"
Ноябрӗн 12-мӗшӗнче "Кăсăя кунӗ"

Ноябрӗн 12-мӗшӗнче "Кăсăя кунӗ" ятлӑ. Сарӑ пӗсехеллӗ пӗчӗк кайӑка халалланӑ уява тахҫанах Раҫҫейре паллӑ тӑваҫҫӗ. Халӑх паллисем тӑрӑх, шӑпах ҫак вӑхӑт тӗлне кӑсӑясем, хӑвӑрт сивӗтессине сиссе, вӑрмантан этем пурӑнакан ҫурт ҫывӑхнерех вӗҫсе килеççĕ те ҫынсенчен пулӑшу кӗтеҫҫӗ. Пирӗн асаттесем ҫакна асӑрханӑ: кайӑксем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пӳрт умне пырса тухсан, кӗҫ-вӗҫ шартлама сивӗсем пуҫланаҫҫӗ.
Ҫак кун тӗлне Усак-Кичури вăтам шкулти ҫамрӑксемпе ӗҫлекен специалист "Кăсăя кунӗ" экологи сехечӗ ирттернӗ, ун вӑхӑтӗнче ачасем хӗллехи кайӑксем ҫинчен нумай ҫӗннине пӗлнĕ, ҫавӑн пекех ачасене ваттисен сăмахĕсемпе, каларăшсемпе, сӑвӑсемпе паллаштарнă.
Унтан калаҫу хӗл вӗҫен кайӑксемшӗн ҫулталӑкри питӗ йывӑр вӑхӑт пулни ҫинчен, вӗсене сивӗ те выҫӑ пулни ҫинчен пуҫланса кайнă. Ӑшӑнас тесен вӗҫен кайӑксен нумай ҫимелле, вӗсен хӗлле ҫуллахинчен нумайрах ҫимелле. Пирӗн тӗллев – вӗсем валли апат-ҫимӗҫ памалли туса хӗлле çăкăр тĕпрĕнчĕкĕсемпе, хĕвелçаврăнăшпа, тулăпа ҫитересси. Ачасем кайӑк-кӗшӗк валли апат памалли туса, вӗсене хӑйсен кил хушшине йывӑҫсем ҫине ҫакнă.
#БижбулякскийРайон
#СиничкинДень
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен "Вектор" центрĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club43415916

 

Ноябрӗн 12-мӗшӗнче "Кăсăя кунӗ"
Ноябрӗн 12-мӗшӗнче "Кăсăя кунӗ"
Ноябрӗн 12-мӗшӗнче "Кăсăя кунӗ"
Ноябрӗн 12-мӗшӗнче "Кăсăя кунӗ"
Ноябрӗн 12-мӗшӗнче "Кăсăя кунӗ"
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: