Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общие статьи
20 Ноябрӗн 2023, 12:40

Чи малтисен шутĕнче контракт ҫине алӑ пуснă

Пирӗн ентеш-контрактник ытти регионсенчи ачасем вӗсене кӑштах ӑмсаннине палӑртать, анчах вӗсем кучченĕçсене пуринпе те пайлаҫҫӗ.

Чи малтисен шутĕнче контракт ҫине алӑ пуснă
Чи малтисен шутĕнче контракт ҫине алӑ пуснă

Пишпÿлек районӗнче пурӑнакан Ольга хӑйӗн ывӑлӗ мӗншӗн контракт тӑрӑх службăна кайма шутлани ҫинчен тата çар задачисене пурнӑҫлама ятарлă çар операцийĕн зонине кайни ҫинчен каласа панӑ.
— Ҫемьере вӑл чи асли. Ачаранпах вӑл хӑюллӑ та яваплӑ пулчĕ. Украинӑра ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланни ҫинчен пӗлсен, вӑл РФ Оборона министерствипе контракт ҫине малти пулса алӑ пусрĕ те служит тума кайрĕ. Анчах аманнӑ пирки ӑна киле ячĕç, - каласа парать боец амӑшӗ. — Пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче, мобилизаци пуҫланнă вăхăтра, ывӑл Уфара пурӑнатчĕ, ҫавӑнпа вӑл Салават Юлаев ячӗллĕ Пушкӑрт доброволецсен батальонне ҫырӑнма шут тытрĕ. Кӑҫал ăна сержант званийĕ пачĕç, взвод командирӗн заместителӗ пулса тӑчӗ, унăн Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров панӑ "Çапӑҫури тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" икӗ медаль пур.
Август уйӑхӗнче "Буран" позывнойлă боец отпуска килсе кайнă. Халӗ вӗсене штурмлакан отряда куҫарнă. Эрнере пӗрре те пулин ашшӗ-амӑшне шӑнкӑравлама тӑрӑшать.
Боец амӑшӗ Ольга каланӑ тӑрӑх, гумконвойпа ятлă посылкисем салтаксем патне ҫитеҫҫӗ. Пушкӑрт ачисене вӑйлӑ пулӑшаҫҫӗ, гуманитари пулӑшӑвӗ нумай ӑсатаҫҫӗ. Пирӗн ентеш-контрактник ытти регионсенчи ачасем вӗсене кӑштах ӑмсаннине палӑртать, анчах вӗсем кучченĕçсене пуринпе те пайлаҫҫӗ.

Неля САБАХОВА.

 

Чи малтисен шутĕнче контракт ҫине алӑ пуснă
Чи малтисен шутĕнче контракт ҫине алӑ пуснă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: