Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
Общие статьи
21 Ноябрӗн 2023, 14:40

"Эпир пӗр-пӗрне хӳтӗлетпӗр",

Пирӗн вӑхӑтра салтак амӑшӗ пуласси — икӗ хут ансат мар ҫӗклем.

"Эпир пӗр-пӗрне хӳтӗлетпӗр",
"Эпир пӗр-пӗрне хӳтӗлетпӗр",

"Эпир пӗр-пӗрне хӳтӗлетпӗр",
- тенӗ Галина Скоробогатован ывӑлӗ, СВО зонине кайнӑ чух.
Ял старости, волонтер, ӗҫчен, кил хуҫи, пултарулӑх ҫынни, спортсменка, пӗрле ӗҫлекен тата чаплӑ анне - ҫакă пурте Ситекпуçĕнчи Галина Владимировна Скоробогатова пирки.
— Эпир пӗчӗк Тӑван ҫӗршыва нумаях пулмасть куҫса килтӗмӗр. Унччен эпир ҫемьепе Ханты-Манси автономи округӗнче Радужный хулинче пурӑнаттӑмӑр. Пуҫламӑш классен учителӗнче, ҫавӑн пекех ҫарпа патриотизм клубӗнче ӗҫлеттĕм. Халӗ эпӗ пенсире, - каласа парать мобилизациленӗ боецӑн амӑшӗ. — Пирӗн упӑшкапа иксĕмĕрĕн ывӑл тата хӗр пур. Ывӑл ҫемьере аслӑ ача. Эпӗ яланах асли ывӑл пултăр, йӑмӑкне хӳтĕлетĕр теттĕм. Хӗр Пишпÿлекри 3-мĕш вӑтам шкулта 9-мĕш класра вӗренет.
Галинăн ывӑлӗ кадет класӗнче вӗреннӗ, контрактпа икӗ ҫул службӑра тӑнӑ, киле таврӑннӑ. Ку вӑхӑталла ҫемье Пушкӑртстана пурăнма куҫнӑ. Ҫар комиссариатне учета тăнă, кӑшт каярах мобилизацилесси ҫинчен пӗлтернĕ.
— Вӑл повестка килессе кӗтрӗ, мӗншӗн тесен унӑн тусӗсем пурте СВО зонинчеччĕ. Хӑйне илмесрен кулянчĕ, анчах вӑл хӑйӗн ялти тусӗпе доброволеца ҫырӑнчĕ: "Эпир пӗр-пӗрне хӳтӗлĕпӗр", - терӗ. Паллах, сайра-хутра, анчах шăнкăравлать. Вӑл пире яланах хавхалантарать, "Пирĕн пурте лайӑх",- тет. Кӑҫал кӗркунне отпуска килсе кайрĕ, маскировка сеткисем ҫыхма хутшӑнчӗ. Нумаях пулмасть вӑл 25 ҫул тултарчӗ. Эпӗ унӑн юратнӑ "Наполеон" торт пӗҫерсе гумконвойпа ятӑм. Вӑл ӑна илнӗ, савӑнчӗ, - каласа парать Галина Владимировна.
Пирӗн вӑхӑтра салтак амӑшӗ пуласси — икӗ хут ансат мар ҫӗклем. Вӗсен ывӑлӗсем пирӗн ҫӗршыва хӳтӗленӗ чухне вӗсем хӑйсен лӑпкӑ паттӑрлӑхне тӑваҫҫӗ.
Галина Владимировна ял старости, волонтер ӗҫӗ-хӗлне активлӑ хутшăнать.
— Пирӗн ялти активисткӑсемпе хамӑр боецсем валли маскировка сеткисем яватпӑр, гуманитари пулӑшӑвӗ пухатпӑр. Пирӗн салтаксене яланах пӗр харӑс кӗтсе илетпӗр тата ӑсататпӑр, - палӑртать Галина Владимировна.
Неля САБАХОВА.
Сăнӳкерчӗкӗ: Галина Скоробогатован архивӗнчен.

 

"Эпир пӗр-пӗрне хӳтӗлетпӗр",
"Эпир пӗр-пӗрне хӳтӗлетпӗр",
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: