Пушкӑртстан Пуҫлӑхне ҫар ҫыннисем "Ӗҫлетпӗр, тӑванӑм!» тесе çырнă шапка парнеленĕ.
Радий Хабиров хăй валли СВО зонӑран Башгосфилармони флейтисчĕ Радик Динахметов хаклӑ парне илсе килни ҫинчен каласа панă. Боец зонӑран кӗске вӑхӑтлӑха отпуска килнӗ. Республика правительствинчи оперативлӑ канашлура Радик Динахметова Пушкӑртстанăн халӑх артисчӗ ятне панӑ. Регион ертӳҫи Динахметов "йывӑр вӑхӑтра алла хӗҫпӑшал тытса хӑй ирӗкӗпе фронта тухса кайнӑ халӑх артисчӗ" тесе палӑртнӑ.
- Ман валли вӑл чи хаклӑ парне илсе килчӗ. Каччӑсене ӑсатнӑ чух эпӗ вӗсене: "Ĕҫлӗр, тӑвансем!» тесе калатăп. Мана боецсем "Ӗҫлетпӗр, тӑванӑм!" тесе ҫырнӑ шапка пачӗҫ." - ҫырнӑ социаллă сетĕнче Радий Фаритович.
Сăнÿкерчĕкĕ: Башгосфилармони.
https://mgazeta.com/news/SVO/2023-11-20/radiy-habirov-rasskazal-o-dorogom-podarke-privezennom-dlya-nego-iz-zony-svo-3529350