Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общие статьи
21 Ноябрӗн 2023, 16:19

Радий Хабиров СВОра йывӑр суранланнӑ боецсемпе калаçнă

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ хӳтӗлевçĕсемпе пулӑшу мерисене сӳтсе явнӑ.

Радий Хабиров СВОра йывӑр суранланнӑ боецсемпе калаçнă
Радий Хабиров СВОра йывӑр суранланнӑ боецсемпе калаçнă


Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ хӳтӗлевçĕсемпе пулӑшу мерисене сӳтсе явнӑ.
Радий Хабиров нăкă суранланнă ятарлӑ ҫар операцийӗн боецӗсемпе калаçнă.
- Ку каччӑсем - чӑн-чӑн геройсем. Вӗсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ, пирӗн Тӑван çӗршыва хӳтӗленӗ, - тесе ҫырнӑ социаллӑ сетьсенче регион ертӳҫи. - Йывӑр сурансем илнĕ, анчах парӑнман, чун-чӗререн те ÿкмен.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ СВОна хутшăнакансене патшалӑх пулӑшӑвӗн мерисем ҫинчен каласа панӑ. Сӑмахран, ку пахалӑхлӑ сиплев, боецсене реабилитацилени, вӗсен ӗҫне йӗркелени тата социализаци. Тӗлпулӑва хутшӑнакансем хальхи вӑхӑтра боецсене хумхантаракан чи кирлӗ ыйтусене сӳтсе явнă.
- Эпир вĕсене вӗренме, хатӗрленме пулӑшӑпӑр, спорта тата обществӑлла пурнӑҫа хутшӑнтарӑпӑр, - тенӗ Радий Хабиров. - Чи кирли – вӗсене хӑйсен шухăшĕсемпе пĕччен, куçă-куçăн юлма памалла мар, пур ӗҫре те пулӑшăпăр. Пушкӑртстан ырлӑхӗшӗн пӗрле ӗҫлĕпĕр.

Сӑнӳкерчӗкĕ: соцсетьсем.
https://mgazeta.com/news/SVO/2023-11-21/radiy-habirov-poobschalsya-s-boytsami-svo-poluchivshimi-tyazhelye-uvechya-3529785

 

Радий Хабиров СВОра йывӑр суранланнӑ боецсемпе калаçнă
Радий Хабиров СВОра йывӑр суранланнӑ боецсемпе калаçнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: