Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
22 Ноябрӗн 2023, 14:41

"Вӗсем пурте пирӗн хӳтӗлевҫӗсем"

Манăн ывăлсем малтанхи кунранпах СВО зонинче.

"Вӗсем пурте пирӗн хӳтӗлевҫӗсем"
"Вӗсем пурте пирӗн хӳтӗлевҫӗсем"

Спецоперацие хутшӑнакан ҫынсен ӗҫчен амӑшӗсем маскировка сеткисем явни, вӗсене хӑйсен чĕрин пӗр пайне хывни уйрӑмах чуна ыраттарать.
Маскировка сеткисем тăвакан сÿрĕк мар кăмăллă ҫынсем паян ытларах та ытларах. Вӗсем пирӗн боецсене передовойра кирлӗ вӗт. Ҫавӑн пек активистсенчен пӗри Пишпÿлекри СВОна хутшăнакан икӗ кадр ҫар ҫыннин, икĕ офицерăн амӑшӗ Римма Амировна Низамова.
— Маскировка сеткисем явни ҫинчен аппаран пӗлтӗм. Мана никам та ниҫта та чӗнмерӗ, эпӗ хам ытти активисткӑсемпе явӑҫма тытӑнтӑм. Хӑш-пӗр ҫынсем эпӗ мӗншӗн массетьсем явма кайма шутлани ҫинчен ыйтаҫҫӗ, анчах эпӗ ҫакӑн пек вӑхӑтра айккинче юлма май çуккине ăнланатăп. Эпир ҫак хушӑра мӗн чухлӗ сеткă ҫыхнине шутламан, ытларах ӗҫлеме тӑрӑшатпӑр. Мобилизациленӗ ҫынсем, контрактниксем, доброволецсем е кадровӑй ҫар ҫыннисем — вӗсем пурте пирӗн хӳтӗлевҫӗсем. Вӗсем ӑҫтан чӗннине, ӑҫта ӗҫленине пӑхмасӑр, эпир вӗсене пурне те массетьсем яма тӑрӑшатпӑр. Пирӗншӗн чи кирли - вӗсене мӗн кирлипе пуринпе те тивӗҫтересси, - каласа парать Римма Амировна.
Пишпÿлекри мойкăри сеткă явакан пунктра ытларах пенсионерсем. Такам чирлет, камӑн та пулин ӗҫ пур, анчах, тем пулсан та, аннесем пурне те пӑрахаҫҫӗ те мойка ӗҫлеме чупаҫҫӗ, ку вӗсемшӗн кирлӗрех вӗт. Зинаида Аркадьевна Кирилова, Юлия Анисимовна Тихонова, Валентина Власовна Герасимова, Розалия Исксандаровна Нуриева, Альмира Явитовна Сафиуллина, Гульзила Завитовна Шигапова, Ольга Александровна Григорьева, Зульфира Мазитовна Кондратьева — пурте малтанхи кунсенчех сеткă ҫыхакан чи хастар хӗрарӑмсем. Ҫавӑн пекех хутшӑнакансем пурте яланах финанс пулӑшӑвӗ параҫҫӗ, ушкӑнра пӗлтернӗ пур сбора та хутшӑнаҫҫӗ, массетьсем явма ҫитмен материала хӑйсен укҫипе туянаҫҫӗ.
— Ман ывӑл-йӗкӗрешсем кадрти ҫар ҫыннисем, офицерсем. Иккӗшӗ те ҫар училищине кӗме шутларӗҫ. Вĕсем нихҫан та пĕр-пĕринчен уйрӑлман. Мускаври аслӑ ҫар училищинчен вӗренсе тухрĕç. Вӗсем малтанхи кунранпах СВО зонинче. Харькова ҫитрĕç. Шел пулин те, вӗсенчен пӗри суранланчĕ, вӑл Раççейрах халĕ, чĕрĕлсе çитмен-ха, анчах Тӑван ҫӗршывшӑн ӗҫлет. Иккӗмӗш ывӑл СВОра. Пурте лайӑх, тесе ҫырать. Пире ан пӑшӑрханччĕр тет, - каласа парать Римма Амировна.
Пишпÿлекри маскировка сеткисем ҫыхассине "Все для фронта — Бижбуляк" ушкӑнри волонтерсем йӗркеленӗ. Ҫӗнтерӳ ӗҫне СВОна хутшӑнакансен амӑшӗсем, пенсионерсемпе ҫамрӑк волонтерсем хутшăнаççĕ.
Неля САБАХОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Неля Сабахова.

"Вӗсем пурте пирӗн хӳтӗлевҫӗсем"
"Вӗсем пурте пирӗн хӳтӗлевҫӗсем"
"Вӗсем пурте пирӗн хӳтӗлевҫӗсем"
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: