Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общие статьи
27 Ноябрӗн 2023, 11:38

"Эпӗ кунта кирлӗ пулнине туятӑп"

Пишпÿлекре пурӑнакан хӗрарӑм упӑшки СВО зонине мӗнле сӑлтавпа кайни ҫинчен каласа парать.

"Эпӗ кунта кирлӗ пулнине туятӑп"
"Эпӗ кунта кирлӗ пулнине туятӑп"

Пишпÿлекре пурӑнакан хӗрарӑм упӑшки СВО зонине мӗнле сӑлтавпа кайни ҫинчен каласа парать.
Марина, "Темир" позывнойлă боец арӑмӗ, пӗррехинче шӳтлесе упӑшкине: эпӗ пур ҫӗрте те, яланах санпа юнашар пулатӑп, кирлӗ пулсан, патронсем те пама пултаратӑп, тесе каланине аса илет.
— Ун чухне эпӗ пурте ҫавӑн пек пулса тухасси ҫинчен шухӑшлама та пултарайман. Тӗрӗссипе каласан, эпӗ хамӑр боецсене пулӑшма кайма хатӗр. Госпитале те, столовӑя та пулин, çакӑн пек ансат мар вӑхӑтра Тӑван çӗршывшӑн усӑллӑ пулас тесе, - каласа парать Марина.
Уйрӑм мобилизаци пуҫлансан 48 ҫулти арҫын повестка кӗтнӗ. СВО зонине тусӗсемпе пӗлӗшӗсене вӑл нумайӑшне ӑсатнӑ ӗнтӗ. Ăна повестка килмен, ҫавӑнпа вӑл текех кӗтме пултараймасăр, хӑй ҫар комиссариатне кайнă.
— Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче сывлӑшпа десант ҫарӗнче служит тунӑ, унӑн пурнӑҫ девизӗ "Пирӗнсӗр пуҫне никам та!». Юлашкинчен вӑл хӑй мӗн тӑвас тенине турӗ-турех, медосмотр иртрӗ, Уфана кайса килчӗ. Июнӗн 16-мӗшӗнче РФ Оборона министерствипе контракта алӑ пусрĕ. Ҫапла вӑл "Башкортостан" полк составне кӗчӗ, япалисене пӗр талӑк хушшинче пуҫтарса, пирӗн районти ытти çынсемпе пӗрле Рощинскине слаживанине кайрӗ, - аса илет Марина ҫав кунсенчи событисене. — Икӗ уйӑх хатӗрленнӗ хыҫҫӑн батальон Луганск облаҫӗн территорийӗнче çар задачине пурнӑҫлама тытӑнчӗ.
Упӑшкан сӑмахӗсем: "Ку манӑн ӗҫ тата манӑн граждан тивӗҫӗ, эпӗ хам кунта кирлӗ пулнине туятӑп", - Маринӑшӑн чи кирлĕ сăмахсем, вӑл арҫын хăйĕн хӳтӗлевҫĕн ӗҫне пурнӑҫлать тесе шутлать. "Тимер" — пулеметчик, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче унӑн аслашшӗ пекех.
Маринӑпа упăшкин ашшӗ-амӑшӗ нумай пулмасть гумконвойпа хăйсен хӳтĕлевçине ятлă посылкӑсем янӑ, вӗсене илме вӑл питӗ хавас пулнӑ. Марина калать: упӑшки пуринчен ытла "Все для фронта - Бижбуляк" волонтер ушкӑнĕнчен янӑ икӗ маскировка сеткисемшĕн савӑнчӗ, тет.
— Кам ячӗ пире ҫавӑн пек кирлӗ массетьсем! Мана сетьсем ҫав тери кирлӗччĕ! - "Темир" позывнойлă боец волонтерсене тав тунă.
Сайра хутра телефон калаҫӑвӗсенче боец вӗсен кӑмӑл-туйӑмӗ лайӑххи ҫинчен, вӗсене мӗн кирлине пурне те: обмундировани, апат-ҫимӗҫ, эмел, тивĕçтерни, нимӗн те кирлӗ марри ҫинчен пӗлтерет.
Маринӑпа тӑватӑ ҫулхи ывӑлӗ, танкист пулма ӗмӗтленекенскер, упӑшкипе ашшӗне Ҫӗнтерӳпе кӗтеҫҫӗ.
Галина ВАРИКОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Марина Яковлеван архивӗнчен.


Эсир ҫар службине контрактпа кайма е доброволецсен отрядне ҫырӑнма - ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнма пултаратӑр. Ҫакна тума эсир военкомата пырса ҫар служби иртни ҫинчен е доброволецсен отрядне кӗме контракт тума хатӗрри ҫинчен пӗлтерме пултаратӑр. Военкомата кайма меллӗ вырӑн суйласа илĕр тата "Госуслуги" сервис урлă та çырăнма пулать.
Контракт тăвас ыйтусемпе республикӑра пурӑнакансем пӗрлехи справка номерӗпе 177, Лару-тӑру центрне 122 е 7 (347) 218-19-19, е "Манӑн документсем" МФЦ ҫывӑхри офисĕпе усӑ курма пултараҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр, кӑҫал октябрь уйӑхӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ҫар службине иртекен граждансен уйрӑм категорийӗсене социаллӑ пулӑшу памалли хушма майсем ҫинчен указа алӑ пуснӑ. Документпа килӗшӳллӗн, мобилизаци енӗпе чӗнсе илнӗ е ҫар службине чӗнсе илнӗ граждансем, 2023 ҫулхи ноябрӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн контракт тусан 100 пин тенкӗ хушма тӳлев илӗҫ.

 

"Эпӗ кунта кирлӗ пулнине туятӑп"
"Эпӗ кунта кирлӗ пулнине туятӑп"
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: