Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общие статьи
29 Ноябрӗн 2023, 09:48

Тăван çĕршывшăн пурнăçне панă

Пишпÿлек районӗнче ентеше — СВО боецне Семен Михайлович Николаева юлашки ҫула ӑсатнӑ.

Тăван çĕршывшăн пурнăçне панă
Тăван çĕршывшăн пурнăçне панă

Пишпÿлек районӗнче ентеше — СВО боецне Семен Михайлович Николаева юлашки ҫула ӑсатнӑ.

Семен 1983 ҫулхи декабрӗн 14-мӗшӗнче Кандракульте нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Пишпÿлекри вӑтам шкулта вӗреннӗ, тӑрӑшуллӑ та пултаруллӑ арçын ача пулнӑ. Ырӑ та йӗркеллӗ ҫын пулнӑ. 2002 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен ретне тăнă.

2023 ҫулхи август уйӑхӗнче хӑй ирӗкӗпе ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине кайнӑ. Служба вӑхӑтӗнче Семен Михайлович хӑйне паттӑр, хӑйне хӑй шеллемен хăюллă салтак пек кӑтартнă.

2023 ҫулхи ноябрӗн 16-мӗшӗнче Украина территорийӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗ иртекен районта çар заданине пурнӑҫласа Тӑван çӗршывӑн чӑн-чӑн ывӑлӗ пуçне хунă.

Траур митингне ял ҫыннисем, тусӗсем, тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем пухӑннӑ — вӗсем пурте воина асӑнма килнӗ.

Вилнӗ салтакӑн тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене — ПР Патшалӑх Пухӑвӗн — Курултайĕн ҫиччӗмӗш созыври депутачӗ Шамиль Вилевич Тимербулатов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш заместителӗ —ялхуҫалӑх управленийӗн начальникӗ Артур Амурович Галеев, Пишпÿлек ял совечӗн пуҫлӑхӗ Александр Александрович Семенов хĕрхеннине пĕлтерсе сăмах каланă.

Салтак тивӗҫне пурнӑҫланӑ май паттӑрлӑхшӑн, çирĕплĕхшĕн, хӑйне шеллемесӗр кӑтартнӑшӑн Семен Михайлович Николаев рядовой Паттӑрлӑх орденӗпе вилнĕ хыççăн наградӑланӑ.

Вӑл Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме тӑнă, хӑйӗн пурнӑҫне тӗрӗслӗхшӗн, тӑнӑҫлӑхшӑн, Тӑван çӗршывшӑн панă. Семен Михайлович çинчен астăвăм яланах пирӗн чӗрере упранĕ.

Неля САБАХОВА.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Неля Сабахова.

 

 

Тăван çĕршывшăн пурнăçне панă
Тăван çĕршывшăн пурнăçне панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: