

Кашни ҫул нумай ҫӗршывсенче ноябрӗн 30-мӗшӗнче килти чӗрчунсен пӗтӗм тӗнчери кунне паллă тăваççĕ. Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачӗн "Воробышки" ушкăнра çак уява халалланӑ тематика кунĕ иртнӗ. Килти выльӑх-чӗрлӗх кунӗнче пӗчӗккисене килти выльӑх-чӗрлӗх ыйтӑвӗсене, ҫав шутра кил-ҫуртсӑр чӗрчунсем патне те явӑҫтарма тӗллев пулнӑ. Ачасемпе "Килти выльӑхсем", "Манӑн килти питомецсем" темăпа калаҫусем ирттернӗ. Хӑйсен килти юратнӑ чĕрчунĕсен сӑнӳкерчӗкӗсене пӑхнă. Ачасем килти чӗрчунсем çинчен тупмалли сăмахсен тупсӑмĕсене тупнă, "Качака путеккипе кашкӑр", "Чӑхпа автан", "Ряба чӑх" художествӑллӑ хайлавсене вуланă.
Ҫак кун ача-пӑчан лайӑх эмоцийӗсемпе тулнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: "Улыбка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club218299771