Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общие статьи
4 Декабрӗн 2023, 08:53

Ҫӗнтерӳпе киле таврӑнасса кӗтетпӗр!

Ашшӗ-амӑшӗсем, юратнӑ мӑшӑрӗ, шӑллӗ, тӑванӗсем, тусӗсем боецшӑн пăшăрханаҫҫӗ, вӑл сывӑ таврӑнтӑр тесе кӗл тӑваҫҫӗ.

Ҫӗнтерӳпе киле таврӑнасса кӗтетпӗр!
Ҫӗнтерӳпе киле таврӑнасса кӗтетпӗр!

Пирӗн ҫар ҫыннисем, хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр, кашни кун ҫӗршыв хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтереҫҫӗ. Ҫавӑн пек паттӑр боецсенчен пӗри пирӗн ентеш. Вӑл Пишпÿлекре ҫуралса ÿснĕ. Вырӑнти шкултан вӗренсе тухсан Пелепейри механизаци тата электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалне вӗренме кӗнӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен ретӗнче служба иртнӗ. Унăн референдум вӑхӑтӗнче йӗрке сыхланăшăн "За возвращение Крыма» медаль пур. Ҫар хыҫҫӑн Октябрьский хулинче "Башнефть — Добыча" ОООна ĕçлеме кĕнĕ. Авланнӑ.

Уйрӑм мобилизаци пуҫлансан пирӗн ентеш Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме чи малтан тӑнă. Малтанхи кунсенчех хӑйӗн юлташӗсемпе чыслӑ служит тӑвать, кӑткӑс çар заданисене пурнӑҫлать.

Ашшӗ-амӑшӗсем, юратнӑ мӑшӑрӗ, шӑллӗ, тӑванӗсем, тусӗсем боецшӑн пăшăрханаҫҫӗ, вӑл сывӑ таврӑнтӑр тесе кӗл тӑваҫҫӗ.

Ҫулла салтак кӗске вӑхӑтлӑха отпуска килсе кайнă. Тӑван Пишпÿлекре ӑна герой пек кӗтсе илнĕ. Вӑл килни пуриншӗн те савӑнӑҫлӑ хыпар пулса тӑнă.

— Пирӗн ҫемьере нихҫан та ҫар службинчен тарман. Ку пирӗн граждан тивӗҫӗ тесе шутлатӑп эпӗ. Эпир сроклă служба иртнĕ тата присяга панă. Ӑна никам та пӑрахӑҫламан вӗт. Эпир пулмасан, кам пултăр, — тет "Роджер" позывнойлă боец.

Кӗске вӑхӑтлӑх отпуск хыҫҫӑн, вӑй-халне пухса, вӑл каллех хӑйӗн çарти тусӗсем патне таврӑннă, Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсен ретне тăнă. Пирӗн ҫӗршыва хӳтӗлес пулать пулсан, унӑн чи хӑюллӑ та чи лайӑх ывӑлӗсем хӗҫпӑшал алла илеҫҫӗ те ӑна тӑшманран хӳтӗлеҫҫӗ. Боеца сывлӑх сунатпӑр, Ҫӗнтерӳпе киле тӗрӗс-тӗкел таврӑнасса кĕтетпĕр.

Венера КЛЮШНИКОВА.

Сӑнӳкерчӗкĕ: ҫемье архивӗнчен.

Эсир ҫар службине контрактпа кайма е доброволецсен отрядне ҫырӑнма - ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнма пултаратӑр. Ҫакна тума эсир военкомата пырса ҫар служби иртни ҫинчен е доброволецсен отрядне кӗме контракт тума хатӗрри ҫинчен пӗлтерме пултаратӑр. Военкомата кайма меллӗ вырӑн суйласа илĕр тата "Госуслуги" сервис урлă та çырăнма пулать.
Контракт тăвас ыйтусемпе республикӑра пурӑнакансем пӗрлехи справка номерӗпе 177, Лару-тӑру центрне 122 е 7 (347) 218-19-19, е "Манӑн документсем" МФЦ ҫывӑхри офисĕпе усӑ курма пултараҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр, кӑҫал октябрь уйӑхӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ҫар службине иртекен граждансен уйрӑм категорийӗсене социаллӑ пулӑшу памалли хушма майсем ҫинчен указа алӑ пуснӑ. Документпа килӗшӳллӗн, мобилизаци енӗпе чӗнсе илнӗ е ҫар службине чӗнсе илнӗ граждансем, 2023 ҫулхи ноябрӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн контракт тусан 100 пин тенкӗ хушма тӳлев илӗҫ.

 

 

Ҫӗнтерӳпе киле таврӑнасса кӗтетпӗр!
Ҫӗнтерӳпе киле таврӑнасса кӗтетпӗр!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: