Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
11 Декабрӗн 2023, 08:42

Пишпÿлек районӗн çыннине, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакана Жуков медалĕпе наградӑланӑ

Унӑн бронь пур пулин те, вӑл унпа усӑ курмарĕ, - каласа парать Лидия Николаевна.

Пишпÿлек районӗн çыннине, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакана Жуков медалĕпе наградӑланӑ
Пишпÿлек районӗн çыннине, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакана Жуков медалĕпе наградӑланӑ

Раҫҫей салтакӗсен амӑшӗсен кашнин тӗрлӗ шӑпа, анчах вӗсене пӗр япала пӗрлештерет — вӗсем алла хӗҫпӑшал тытса хӑйсен ҫӗршывне хӳтӗлеме тӑнӑ чӑн-чӑн арҫынсем воспитани парса ÿстернĕ. Вӗсен паттӑр ывӑлӗсем спецопераци зонинче çар задачине пурнӑҫлама кайнӑ та паттӑрлӑхăн, çирĕплĕхĕн, чыслӑхӑн чӑн-чӑн тӗслӗхӗсем пулса тӑнӑ.

Лидия Николаевнапа Валерий Алексеевич мăшăрсем пилӗк ача пӑхса ӳстернӗ. Аслӑ ывӑлӗ нумаях пулмасть РФ Оборона министерствипе контракта алӑ пуснӑ. Кӗҫӗнни - сроклă служба салтакӗ, Украина чиккинче хуралта тăрать. Вӑталӑх ывӑлӗ вара мобилизациленисенчен малтисенчен пӗри пулса СВО зонине кайнӑ.
— Вӑл Ҫурҫӗрте вахта меслечӗпе ӗҫлетчӗ, шӑпах канмалли вахтӑна килнĕччĕ. Тепӗр икӗ кунран мобилизацилесси ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Повестка килчӗ. Унӑн бронь пур пулин те, вӑл унпа усӑ курмарĕ, - каласа парать Лидия Николаевна.
Ҫамрӑк ҫын сроклă служба иртнĕ тата унăн ҫарпа учет специальноҫӗ - спецназ. Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, унӑн ывӑлӗ ачаранпах хӑюллӑ та паттăр пулнӑ.
— Час-часах шăнкăравлаймасть çав. Пӗтӗм гуманитари пулӑшӑвӗ вӗсем патне ҫитет, тет. Нумай пулмасть вӑл отпуска килсе кайрĕ, авланчĕ, — каласа парать СВО боецĕн амӑшӗ.
Пишпÿлек районӗнчи ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакана нумаях пулмасть Жуков медалĕпе наградӑланӑ. Ҫак медальпе çар ҫыннисене Тӑван çӗршыва хӳтӗленӗ чухне ҫапӑҫусенче паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн, хӑйсене шеллеменшӗн тата çирĕплĕхшĕн наградӑлаҫҫӗ.

Неля САБАХОВА.

Сӑнӳкерчӗкĕ: çемье архивĕнчен.

Эсир ҫар службине контрактпа кайма е доброволецсен отрядне ҫырӑнма - ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнма пултаратӑр. Ҫакна тума эсир военкомата пырса ҫар служби иртни ҫинчен е доброволецсен отрядне кӗме контракт тума хатӗрри ҫинчен пӗлтерме пултаратӑр. Военкомата кайма меллӗ вырӑн суйласа илĕр тата "Госуслуги" сервис урлă та çырăнма пулать.
Контракт тăвас ыйтусемпе республикӑра пурӑнакансем пӗрлехи справка номерӗпе 177, Лару-тӑру центрне 122 е 7 (347) 218-19-19, е "Манӑн документсем" МФЦ ҫывӑхри офисĕпе усӑ курма пултараҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр, кӑҫал октябрь уйӑхӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ҫар службине иртекен граждансен уйрӑм категорийӗсене социаллӑ пулӑшу памалли хушма майсем ҫинчен указа алӑ пуснӑ. Документпа килӗшӳллӗн, мобилизаци енӗпе чӗнсе илнӗ е ҫар службине чӗнсе илнӗ граждансем, 2023 ҫулхи ноябрӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн контракт тусан 100 пин тенкӗ хушма тӳлев илӗҫ.

 

 

Пишпÿлек районӗн çыннине, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакана Жуков медалĕпе наградӑланӑ
Пишпÿлек районӗн çыннине, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакана Жуков медалĕпе наградӑланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: