Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общие статьи
12 Декабрӗн 2023, 09:09

Пирӗн ентеш, СВОна хутшӑннӑскер, Тӑван çӗршыва чунтан парӑнса, ҫар ӗҫӗнче хӑйне тупнă

Тӑван Ҫӗршыва шанчӑклӑ хӳтӗлекенсемпе мăнаçланатпӑр.

Пирӗн ентеш, СВОна хутшӑннӑскер, Тӑван çӗршыва чунтан парӑнса, ҫар ӗҫӗнче хӑйне тупнă
Пирӗн ентеш, СВОна хутшӑннӑскер, Тӑван çӗршыва чунтан парӑнса, ҫар ӗҫӗнче хӑйне тупнă

Тӑван Ҫӗршыва шанчӑклӑ хӳтӗлекенсемпе мăнаçланатпӑр.

Пирӗн ентеш, СВОна хутшӑннӑскер, Тӑван çӗршыва чунтан парӑнса, ҫар ӗҫӗнче хӑйне тупнă.

Чи вӑйлӑ хӗрарӑмсенчен пӗрисем ҫар ҫыннисен амӑшӗсем пулнӑ тата пулса юлаççĕ. Ывӑла Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме ӑсатни вӑл яланах ансат мар, ҫав вӑхӑтрах питӗ кирлӗ.

Валентина Дорофеевнапа Александр Ильич пӗрле виҫӗ ача — хӗрпе икӗ ывӑл ҫитӗнтернӗ. Вӑтам ывӑлӗ кадрти ҫар ҫынни, ҫапӑҫусен ветеранӗ, подполковник. Сирире ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, халӗ Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче хӑйӗн ҫар тивӗҫне пурнӑҫлать.

— Ывӑл хӑй аслашшӗ йӗрӗпе кайма шут тытрĕ, вӑл та кадрти ҫар ҫынни пулнӑ. Халӗ вӑл дивизион командирӗ, Сывлӑшпа космос вӑйӗсен çарĕнче. Унӑн ҫемйи, арӑмӗпе икӗ хӗрӗ Мускавра пурӑнаҫҫӗ. Кашни кунах пире шӑнкӑравлама тӑрӑшать.

Кадрти ҫар ҫыннисене пуринпе те патшалӑх тивӗҫтерет, ҫавӑнпа та вӗсем халӑхран гуманитари пулӑшӑвне йышӑнма вĕренмен. Анчах нумаях пулмасть отпуска килсен, ял ҫыннисем ӑна тав туса пыл тата хӑйсем ҫыхнӑ япаласем пачӗҫ. Малтан вӑл ҫакна ӑнланмастчĕ, нимен те кирлĕ мар, тетчĕ, анчах кайран вӗсен инкек пулсан, халӑх фрончӗпе волонтерсем укҫа пухма пулӑшсан, вӑл эпир пурте пӗр вӑй пулнине, эпир те нумай тума пултарнине, тыл шанчӑклӑ та хӑватлӑ пулнине ӗненчӗ, — каласа парать Валентина Дорофеевна.

Тӑван çӗршыва шанчӑклӑ хӳтӗлекенсемпе, паттӑр та харсӑр ҫар ҫыннисемпе халӑх кирек хӑҫан та мăнаçланнӑ. Вӗсем хушшинче пирӗн ентешсем те пуррине ӑнланса илме кӑмӑллӑ. Валентина Дорофеевнапа Александр Ильичӑн ывӑлӗ ҫар ӗҫӗнче хӑйне тунпă, ăна чĕререн парăннă, Тӑван ҫӗршыва шанчăклă пулма чунтан тупа тунă, вӑл ҫар тивӗҫне пӗр кӑлтӑксӑр пурнӑҫлать.

Офицерӑн патшалӑхӑн çÿллĕ наградисем нумай. Вӗсенчен пӗри — Раҫҫей Федерацийӗн Оборона министерствин "Çар службинче палӑрнӑшӑн" медаль.

Неля САБАХОВА.

Сӑнӳкерчӗкĕ: ҫемье архивӗнчен.

Эсир ҫар службине контрактпа кайма е доброволецсен отрядне ҫырӑнма — ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнма пултаратӑр. Ҫакна тума эсир военкомата пырса ҫар служби иртни ҫинчен е доброволецсен отрядне кӗме контракт тума хатӗрри ҫинчен пӗлтерме пултаратӑр. Военкомата кайма меллӗ вырӑн суйласа илĕр тата "Госуслуги" сервис урлă та çырăнма пулать.

Контракт тăвас ыйтусемпе республикӑра пурӑнакансем пӗрлехи справка номерӗпе 177, Лару-тӑру центрне 122 е 7 (347) 218-19-19, е "Манӑн документсем" МФЦ ҫывӑхри офисĕпе усӑ курма пултараҫҫӗ.

Аса илтеретпӗр, кӑҫал октябрь уйӑхӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ҫар службине иртекен граждансен уйрӑм категорийӗсене социаллӑ пулӑшу памалли хушма майсем ҫинчен указа алӑ пуснӑ. Документпа килӗшӳллӗн, мобилизаци енӗпе чӗнсе илнӗ е ҫар службине чӗнсе илнӗ граждансем, 2023 ҫулхи ноябрӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн контракт тусан 100 пин тенкӗ хушма тӳлев илӗҫ.

 

Пирӗн ентеш, СВОна хутшӑннӑскер, Тӑван çӗршыва чунтан парӑнса, ҫар ӗҫӗнче хӑйне тупнă
Пирӗн ентеш, СВОна хутшӑннӑскер, Тӑван çӗршыва чунтан парӑнса, ҫар ӗҫӗнче хӑйне тупнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: