Ҫак кунсенче Ситекри ял библиотекинче тата Культура ҫуртӗнче СВОна хутшăнаканпа тӗлпулу йӗркеленӗ. Мероприятинче спецоперацине хутшӑнакан Раҫҫей ҫар ҫыннисен паттӑрлӑхĕ ҫинчен каласа панӑ. Ҫавӑн пекех калаҫу ҫарта служит тума кирли ҫинчен, Тӑван çӗршыва юратни ҫинчен, хамăр халӑх умӗнче служба тивӗҫне пурнӑҫлани ҫинчен пынӑ. Калаçура тылран салтаксене килекен пулӑшу темине те хускатнӑ. Тӑван ентешсенчен ӑшӑ сӑмахсем ҫырнӑ ҫырусем тата тӑван ҫӗршывран янӑ посылкӑсем кашни ҫар ҫыннин чунне ӑшӑтаҫҫӗ, ҫапӑҫури хастарлӑха пулӑшаҫҫӗ. Ку питӗ кирлӗ ӗҫ. Тӗлпулăва хутшăнакансемшӗн пуриншĕн те хумхантаракан, асра юлакан тӗлпулу пулнă. Ҫакӑн пек тӗлпулусем патриотизма, хӑмăр ҫӗршывшăн мӑнаçлăха ӳстерме пулӑшаҫҫӗ. Конкретлӑ тӗслӗхре пухӑннисем чӑн-чӑн геройсем юнашар пурӑннине, паттӑрлӑх, çирĕплĕх, Тӑван çӗршыва юратни чӑн-чӑн ҫыннӑн пахалӑхӗ пулнине курнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекри ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club153390409