Новосибирскри пенсионер, сӑмахран, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх хакне хулара 15 процент таран ҫӗклеме, пенсине — 7,5 процент таран çеç палӑртни ҫинчен каласа панӑ. Вӑл кун пек лару-тӑру юрӑхсӑррине палӑртнă та Президента пулӑшма ыйтнă.
Путин ку ыйтӑва сӳтсе явма сӑмах панă. Юлашки вӑхӑтра ҫӗршывра пенсие темиҫе хутчен те индексациленине, çитес ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ҫакна тепӗр хут тунине палӑртнă вӑл. Пӗтӗмӗшпе илсен, индексаци 23 процент ытла. Ҫав хушӑрах ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тарифӗсене пӗлтӗрхи июнь уйӑхӗнчен пуҫласа ҫӗклемен, вӗсене 2024 ҫулхи ҫулла ҫеҫ ӳстерме палӑртнӑ.
Президент ҫавӑн пекех ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ҫемьесен тӑкакӗсене ӳстернӗ чухне вӗсене субсиди тивнине палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне, комисси ҫав пулӑшу ӗҫӗсемшӗн банка тӳлени тӗрӗс мар. Президент пенсионерсем ку комиссие урӑх тӳлемĕç, тенӗ.
https://ria.ru/20231214/putin-1915699870.html