Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
19 Декабрӗн 2023, 11:45

Килĕнче ӑна юратнӑ арӑмӗ, ачисемпе мӑнукӗсем кӗтеҫҫӗ

Аит ялӗн çыннине, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакана, патшалӑх наградипе - Суворов медалӗпе наградăланă.

Килĕнче ӑна юратнӑ арӑмӗ, ачисемпе мӑнукӗсем кӗтеҫҫӗ
Килĕнче ӑна юратнӑ арӑмӗ, ачисемпе мӑнукӗсем кӗтеҫҫӗ

Аит ялӗн çыннине, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакана, патшалӑх наградипе - Суворов медалӗпе наградăланă.
"Муром" позывнойлă боец ҫинчен тата унӑн наградисем ҫинчен унӑн хӗрӗ каласа пачĕ.
— Уйрӑм мобилизаци ҫинчен пӗлтерсен, атте хӑй ирӗкӗпе кайма шут тытрӗ. Малтан эпир унӑн шухӑшне ырламарӑмӑр. Эпӗ ӑна мӗншӗн ҫапла туни ҫинчен ыйтсан, вӑл: "Йывӑр вӑхӑтра хӑвӑн ҫӗршывна пулӑшас пулать, çар опычĕ пуррисем пурте ăна хӳтӗлеме тӑмалла"- терӗ. Вӑл ҫапла тума шутларӗ пулсан, ӑна ӳкӗтлеме кирлӗ мар. Характерӗ пирӗн аттен ӑслӑ, сӑпайлӑ, хаваслӑ, хӑюллӑ. Пирӗншӗн вӑл тӗнчере чи лайӑх атте. Вӑл СВОна кайсан малтанхи вӑхӑтра пире питӗ йывӑр пулчӗ. Уйӑхра пӗрре çеç шăнкăравлатчĕ. Вӑл эпир ыйтнине хирӗҫ: "Пурте лайӑх", - тетчĕ. Пӗррехинче пире телефонпа шӑнкӑрравларĕç те, вӑл аманнӑ, терӗҫ. Ӑҫта вӑл, мĕнле вăл, эпир нимӗн те пӗлместпӗр. Эпир ниҫта кайса кӗме пӗлмерĕмĕр. Ун юлташӗсене пурне те телефонпа шăнкăравларăмăр, анчах никам та нимӗн те каламарӗ. Кӗтмелли ҫеҫ юлчӗ. Пӗрер эрне иртсен вӑл хӑех пире шӑнкӑравларĕ. Эпир унӑн сассине илтме, вӑл чӗрӗ те сывах иккенне пӗлме телейлӗ пултӑмӑр. Икӗ уйӑха яхӑн госпитальте выртрӗ вӑл. Сывлăхне тĕреклетме ӑна икӗ уйӑхлӑха отпуск пачӗҫ. Киле килчĕ. Савӑнӑҫ пирĕн вӗҫӗ-хӗррисĕр пулчĕ. Ыталашу, куҫҫульсем, телей. Кӑна сӑмахпа каласа пама ҫук, - каласа парать боец хӗрӗ.
Отпуск хыҫҫӑн "Муром" боец каллех передовойне таврӑннă.
— Ҫӗнтерӳпе хӑвӑртрах киле таврӑн. Килте сана яланах юратнӑ арӑмупа ачусем, мӑнукусем кӗтеҫҫӗ. Эсӗ пирӗн герой, эпир санпа вӗҫӗмсӗр мăнаçланатпӑр, - тет хӗрӗ ашшӗне.
Нумай пулмасть салтака Суворов медалӗпе наградӑланӑ. Суворов медальне РФ Президенчӗн Указӗпе 1994 ҫулхи пуш уйӑхӗнче йӗркеленӗ. Тӑван çӗршыва тата патшалӑх интересӗсене ҫапӑҫусенче хӳтӗленӗ чухне палӑрнӑ харпӑр хӑй паттӑрлӑхӗпе çирĕплĕхĕшĕн, ҫавӑн пекех ҫапӑҫӑва хатӗрленнӗ тата уй-хир вӗренĕвĕнче лайӑх кӑтартусемшӗн наградӑлаҫҫӗ.

Неля САБАХОВА.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ҫемье архивӗнчен.

Эсир ҫар службине контрактпа кайма е доброволецсен отрядне ҫырӑнма - ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнма пултаратӑр. Ҫакна тума эсир военкомата пырса ҫар служби иртни ҫинчен е доброволецсен отрядне кӗме контракт тума хатӗрри ҫинчен пӗлтерме пултаратӑр. Военкомата кайма меллӗ вырӑн суйласа илĕр тата "Госуслуги" сервис урлă та çырăнма пулать.
Контракт тăвас ыйтусемпе республикӑра пурӑнакансем пӗрлехи справка номерӗпе 177, Лару-тӑру центрне 122 е 7 (347) 218-19-19, е "Манӑн документсем" МФЦ ҫывӑхри офисĕпе усӑ курма пултараҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр, кӑҫал октябрь уйӑхӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ҫар службине иртекен граждансен уйрӑм категорийӗсене социаллӑ пулӑшу памалли хушма майсем ҫинчен указа алӑ пуснӑ. Документпа килӗшӳллӗн, мобилизаци енӗпе чӗнсе илнӗ е ҫар службине чӗнсе илнӗ граждансем, 2023 ҫулхи ноябрӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн контракт тусан 100 пин тенкӗ хушма тӳлев илӗҫ.

 

Килĕнче ӑна юратнӑ арӑмӗ, ачисемпе мӑнукӗсем кӗтеҫҫӗ
Килĕнче ӑна юратнӑ арӑмӗ, ачисемпе мӑнукӗсем кӗтеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: