Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
29 Декабрӗн 2023, 14:30

Ҫӗнӗ ҫулта тӑнӑҫлӑхпа телей!

Сире ҫитес Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламлатпӑр!

Ҫӗнӗ ҫулта тӑнӑҫлӑхпа телей!
Ҫӗнӗ ҫулта тӑнӑҫлӑхпа телей!

Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем тата хӑнасем! Хаклӑ ентешсем!
Сире ҫитес Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламлатпӑр!
Тепӗр икӗ кунран пирӗн пата чи асамлӑ, чи юратнӑ, нумайранпа кӗтнӗ уяв килет. Пиртен кашниех кӑшт айвантарах та тӗлӗнмелле япаласене ӗненекен ача пулса тӑнӑ вӑхӑт ҫитрӗ. Мӗн тери нумай шухӑшлас килет, хамӑр таврари тата ҫывӑх ҫынсене ырлӑх ҫинчен каласа парас килет. Атьӑр, тӑвар ҫакна! Атьӑр, пӗр-пӗрне чи лайӑххине сунар!
2023-мӗш ҫул, йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр, лайӑх ҫул пулса тӑчӗ. Эпир пур задачӑсене те пурнӑҫа кӗртме кӑна мар, малашлӑха тӗплӗ никĕс хывма пултартӑмӑр. Эпир пурте лайӑх ӗҫлерӗмӗр. Анчах ку çул пире тата ытларах пӗтӗҫтерчӗ, Пишпÿлек районӗнче мӗнле чаплӑ ҫынсем пурӑннине тепӗр хут курма май пачӗ. Пулас ҫӗршывшӑн, передовойра пире хӳтӗлекен пирӗн боецсемшӗн пӗрлешсе, эпир ҫӗнтерӳшӗн май килнине пурне те тӑватпӑр. Эпир ӑна пурпӗрех тӑватпӑрах!
Пурне те уяв ячӗпе саламласа, уйрӑм саламсене СВО зонӑри боецсене ярса паратпӑр. Пирӗншӗн эсир геройсем! Эсир пысӑк ӗҫ тӑватӑр, ҫакӑншӑн сире чӗререн тав тӑватпӑр!
Пурне те ырӑ сывлӑх, ҫемье ырлӑхӗпе чечекленме сунатпӑр! Сирӗн мӗнпур ӗмӗтсем пурнӑҫланччӑр! Çĕнĕ 2024 ҫулпа!
Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.М. ЗАРИПОВ.

 

 

Ҫӗнӗ ҫулта тӑнӑҫлӑхпа телей!
Ҫӗнӗ ҫулта тӑнӑҫлӑхпа телей!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: