Çутă çул
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Пушкӑрт ҫыннисене "ПрофФест"-2025 ваканси ярмăрккине чӗнеҫҫӗ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕЛюбимова музейсемпе библиотекӑсене модернизацилени çинчен Путина пӗлтернӗИнструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительства
Пур хыпар та
10
Общие статьи
9 Кӑрлач 2024, 10:36

2024 ҫулта мӗнле канӑпӑр, ҫитес вӑрӑм канмалли кунсем хӑҫан пулӗҫ?

Регионти Ĕҫ министерствин даннăйĕсем тӑрӑх, 2024 ҫулта Пушкӑртра пурӑнакансене 118 хушма кану кунӗ кӗтет.

2024 ҫулта мӗнле канӑпӑр, ҫитес вӑрӑм канмалли кунсем хӑҫан пулӗҫ?
2024 ҫулта мӗнле канӑпӑр, ҫитес вӑрӑм канмалли кунсем хӑҫан пулӗҫ?

Ҫӗнӗ ҫул каникулӗ — чи вӑрӑм канмалли кунсем, вӗсем мӗнле хӑвӑрт вӗҫсе иртнине те асӑрхамастӑн. Анчах та 2024 ҫулта тата темиҫе эрне пулать, ун чухне ӗҫрен ытти чухнехинчен кӑшт ытларах канма пулать. 2024 ҫулта ҫитес вӑрӑм канмалли кунсем хӑҫан пулассине каласа паратпӑр.

Регионти Ĕҫ министерствин даннăйĕсем тӑрӑх, 2024 ҫулта Пушкӑртра пурӑнакансене 118 хушма кану кунӗ кӗтет.

Ҫитес вӑрӑм канмалли кунсене февраль уйӑхӗнче Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунĕ ячӗпе кӗтеҫҫӗ. Ҫак уявра республикӑра пурӑнакансене февралӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа 25-мӗшӗччен виҫӗ кун канмалли кунсем пулаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех мартӑн 8-мӗшӗнчен пуҫласа 10-мӗшӗччен Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе виҫӗ кун ĕçлемелле мар кун пулӗ.

Тепӗр канмалли кун республикӑра пурӑнакансене ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче (Ураза-байрам) кӗтет. Май уявӗсенче икӗ хутчен тăватшар кун канӑпӑр: апрелӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 1-мӗшӗччен тата майӑн 9-мӗшӗнчен пуҫласа 12-мӗшӗччен.

Июнь уйӑхӗнче Пушкӑрт Республикинче Раҫҫей кунӗ ячӗпе (июнӗн 12-мӗшӗ) тата Курбан-байрам (июнӗн 16-мӗшӗ) хушма канмалли кунсем кӗтеҫҫӗ.

Ҫитес уяври канмалли кунсем ноябрӗн 3-мӗшпе 4-мӗшӗнче Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе пулаҫҫӗ.

Ҫӗнӗ ҫул каникулӗ ҫитес ҫул декабрӗн 29-мӗшӗнче пуҫланать.

https://www.bashinform.ru/news/social/2024-01-08/kak-budem-otdyhat-v-2024-godu-i-kogda-budut-sleduyuschie-dlinnye-vyhodnye-3594439

 

 

2024 ҫулта мӗнле канӑпӑр, ҫитес вӑрӑм канмалли кунсем хӑҫан пулӗҫ?
2024 ҫулта мӗнле канӑпӑр, ҫитес вӑрӑм канмалли кунсем хӑҫан пулӗҫ?
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: