Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общие статьи
10 Кӑрлач , 09:13

Пурнӑҫне çӗнтерӳшӗн панă

Пишпÿлек районӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуçне хунă Олег Сергеевич Супонькина юлашки ҫула ӑсатнă.

Пурнӑҫне çӗнтерӳшӗн панă
Пурнӑҫне çӗнтерӳшӗн панă

Пишпÿлек районӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуçне хунă Олег Сергеевич Супонькина юлашки ҫула ӑсатнă.

Олег Супонькинпа, контракт службин рядовойӗпе, сывпуллашнӑ чухнехи траурлӑ церемони январӗн 9-мӗшӗнче унӑн тӑван Сухоречка ялӗнче пулса иртнӗ. Вилнӗ героя чыслама, унӑн ҫемйипе пӗрле тӑванӗсем, тусӗсем, ял ҫыннисем, районта пурӑнакансем, ҫар тӑванлӑхӗн представителӗсем — пограничниксем, афганецсем, Чечня Республикинчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ ҫынсем чӑтма ҫук ыратнине тӳссе ирттерме килнӗ.

Олег 1990 ҫулхи августӑн 25-мӗшӗнче Сухоречка ялӗнче рабочисен ҫемйинче ҫуралнӑ. Сухоречкăри вӑтам шкулта вӑтам пӗлÿ илни ҫинчен аттестат илсен, Пишпÿлекри професси училищинче каменщик, монтажник, электросварщик профессине вӗренсе тухнă. 2009 ҫулхи апрельтен пуҫласа 2010 ҫулхи июнь уйӑхӗччен Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен ретӗнче службӑра тӑнӑ. 2023 ҫулхи ноябрьте чӗре хушнипе Олег Супонькин Раҫҫей Федерацийӗн Оборона министерствипе çар службине контракт тунӑ. 2023 ҫулхи декабрӗн 13-мӗшӗнче ҫар службин тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне пуçне хунă. Пирӗн ентеше вилнĕ хыççăн Паттӑрлӑх орденӗпе наградӑланӑ. Тӑван çӗршыв чӗннипе Олег ӑна хӳтӗлеме тӑнă. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫне хӗрхенмен — пирӗнтен кашниех пурӑнтӑр тесе вилнӗ.

Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров, ПР Патшалӑх Пухӑвӗн — Курултайăн депутачӗсен ячӗпе ПР Патшалӑх Пухӑвӗн — Курултайĕн депутачӗ Юнир Галимьянович Кутлугужин тухса калаҫнӑ. Вӑл Олег Супонькин ашшӗ-амӑшне Сергей Семеновичпа Мария Васильевнана чӗререн хӗрхенсе каланӑ, Тӑван çӗршывӑн тивӗҫлӗ ывӑлне пӑхса ӳстернӗшӗн тав тунӑ.

Район администраци пуҫлӑхӗ Артур Мухлисович Зарипов, Олегпа пӗрле çапăçу хирĕнче пулнă Николай Иванов, Сухоречка ял совечӗн пуҫлӑхӗ Владимир Владимирович Вдовин тăванĕсемпе çывăх çыннисемпе чӗререн хурланнине пĕлтернĕ.

Олег Сергеевич Супонькин — паттӑрлӑхпа çирĕплĕхĕн чӑн-чӑн тӗслӗхӗ. Вӑл пирӗн Тӑван çӗршыва, пирӗн мирлӗ пуласлӑха хӳтӗлесе хӑйӗн ҫар тивӗҫне чыслӑ пурнӑҫланă. Хăйĕн пурнӑҫне Ҫӗнтерӳшӗн панă, хăшĕ пурпӗрех ҫитĕ.

Районта пурӑнакансен ăсĕнче Олег Сергеевич Супонькин чӑн-чӑн герой, хамăр ҫӗрӗн чӑн-чӑн патриочӗ пулса юлӗ. Ӗмӗр-ӗмӗр асӑнса, ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав!…

Ирина ФОМИНА.

Сӑнӳкерчӗкӗсем: Ирина Фомина.

 

 

Пурнӑҫне çӗнтерӳшӗн панă
Пурнӑҫне çӗнтерӳшӗн панă
Пурнӑҫне çӗнтерӳшӗн панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: