Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общие статьи
10 Кӑрлач , 10:53

Çулталӑк хушшинче Пушкӑртстанра ҫул аварийӗсенче вилнисен шучӗ чакнă

2023 ҫулта Пушкӑртстанри ҫулсем ҫинче 390 ҫын вилнӗ.

Çулталӑк хушшинче Пушкӑртстанра ҫул аварийӗсенче вилнисен шучӗ чакнă
Çулталӑк хушшинче Пушкӑртстанра ҫул аварийӗсенче вилнисен шучӗ чакнă

2023 ҫулта Пушкӑртстанри ҫулсем ҫинче 390 ҫын вилнӗ, Пушкăрт республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан Любовь Минакова ЦУРти Пушкӑртстан Правительствин оперативлӑ канашлӑвӗнче пӗлтернӗ.

Спикер пӗлтӗрхи 12 уйӑхра ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсем ҫинчен цифрӑсене конкретланӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 3534 аварире 4265 ҫын шар курнӑ, 390 ҫын вилнӗ, ку 2022 ҫулхи ҫакӑн пек тапхӑрпа танлаштарсан, 20 ҫын сахалрах.

Регион пуҫлӑхӗ Радий Хабиров республикӑра 400 ҫын хушшинче психологи тӗлӗшӗнчен пӗлтерӗшлӗ паллӑна ҫӗнтерме май килнине палӑртнă, 390 — ку та нумай. Вӑл каланӑ тӑрӑх, айванлӑха е ӑссӑрлӑха пула ҫулталӑк хушшинче пĕр ял пĕтĕмпе пӗтет. Ҫавӑнпа ку енĕпе ӗҫлемелли пур.

https://mgazeta.com/news/novosti/2024-01-09/v-bashkirii-za-god-snizilos-kolichestvo-pogibshih-v-dorozhnyh-avariyah-3595676

 

 

Çулталӑк хушшинче Пушкӑртстанра ҫул аварийӗсенче вилнисен шучӗ чакнă
Çулталӑк хушшинче Пушкӑртстанра ҫул аварийӗсенче вилнисен шучӗ чакнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: