Кистенлĕпуçĕнчи ял клубӗнче маскировка сеткисем тӑвас ӗҫ ҫулталӑка яхӑн пырать. Пӗр-пӗрне улӑштарса, вырӑнти хӗрарӑмсем СВО валли сеткăсем яваҫҫӗ. Кашниех хӑйне уйрӑм задачӑна пурнӑҫлать: пӗри йӑрӑм-йӑрӑм материал чӗрет, тепри пир касать. Ҫинҫе хӑюсенчен ял ӑстисем сеткă яваҫҫӗ – пĕтĕм шучӗпе 30 ытла хатӗрленĕ ĕнтĕ. Мобилизаци пуҫланнӑранпа ялта гуманитари пулӑшӑвӗн пухӑвӗсем иртеҫҫӗ.
- Çак ансат мар вӑхӑтра пирӗн пӗрлешмелле те хамӑрӑн салтаксене пулӑшмалла, - теҫҫӗ хӗрарӑм-волонтерсем. – Вӗсем пире хӳтӗлеҫҫӗ, эпир вӗсене хӳтӗлетпӗр, маскировка сеткисем хатӗрлетпӗр.
#Своихнебросаем
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕпуçĕнчи ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club114831475