Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
17 Кӑрлач , 11:38

Пушкӑртра медицина пулӑшӑвне 25 пин ытла СВОна хутшăнакан тата вӗсен ҫемйисен членӗсем илнӗ

Кун пирки республика премьер-министрӗ Андрей Назаров министрсен регион кабинечӗн членӗсемпе канашлура пӗлтернӗ.

Пушкӑртра медицина пулӑшӑвне 25 пин ытла СВОна хутшăнакан тата вӗсен ҫемйисен членӗсем илнӗ
Пушкӑртра медицина пулӑшӑвне 25 пин ытла СВОна хутшăнакан тата вӗсен ҫемйисен членӗсем илнӗ

Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа Пушкӑртстан Республикинче 25 пин ытла боецпа вӗсен ҫемйисен членӗсем пулӑшу илнӗ. Кун пирки республика премьер-министрӗ Андрей Назаров министрсен регион кабинечӗн членӗсемпе канашлура пӗлтернӗ.

— Чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевсенчен пӗри — пахалӑхлӑ медицина реабилитацине йӗркелесси тата травмӑсемпе аманнисене психологи пулӑшӑвӗ парасси. Пирӗн специализациленӗ сиплев учрежденийӗсем пур, — палӑртнă Андрей Назаров.

Министрсен кабинечӗн пуҫлӑхӗ ҫавӑн пекех ПР Сывлӑх сыхлав министерствине ятарлӑ ҫар операцийӗнче ҫывӑх ҫыннисене ҫухатнӑ ҫемьесене психологи пулӑшӑвӗн тухӑҫлӑхне ӳстерме хушнӑ. Ҫавӑн пекех реабилитаци пулӑшӑвӗпе усӑ курма пултаракан ҫынсене суйласа илмелли критерисене те палӑртмалла.

ПР Правительствин пресс-службин информацийӗ тӑрӑх, стационарлӑ сиплев 4 пин ытла пациент иртнӗ ӗнтӗ. Вӗсенчен 200-шне пысӑк технологиллӗ пулӑшу кирлӗ пулнă, ҫавӑн пекех медицина реабилитацийӗ, диспансеризаци тата психологи пулӑшӑвӗ йӗркеленӗ.

https://www.bashinform.ru/news/svo/2024-01-17/v-bashkirii-medpomosch-poluchili-bolee-25-uchastnikov-svo-i-chlenov-ih-semey-3605904

 

 

 

Пушкӑртра медицина пулӑшӑвне 25 пин ытла СВОна хутшăнакан тата вӗсен ҫемйисен членӗсем илнӗ
Пушкӑртра медицина пулӑшӑвне 25 пин ытла СВОна хутшăнакан тата вӗсен ҫемйисен членӗсем илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: