Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
19 Кӑрлач , 12:32

Пишпÿлекри Ҫӗнтерӳ паркӗнче яланах йӗркеллӗ

Пишпÿлекри "Тепловик" МУПăн туслӑ коллективĕ, пуҫарулӑх кӑтартса, кашни юрлӑ тӑвӑл хыҫҫӑн Ҫӗнтерӳ паркӗнчи палӑк территорине юртан тасатать.

Пишпÿлекри Ҫӗнтерӳ паркӗнче яланах йӗркеллӗ
Пишпÿлекри Ҫӗнтерӳ паркӗнче яланах йӗркеллӗ

"Тепловик" МУП сотрудникӗсем тăрăшнине пула Пишпÿлекри Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче пуçне хунă çынсене халалланă палăк патĕнче ҫулталӑкӗпех таса та йӗркеллĕ.
Кӑҫал хӗл юрлӑ, пурне те сахал мар чӑрмав хушать. Пишпÿлекри "Тепловик" МУПăн туслӑ коллективĕ, пуҫарулӑх кӑтартса, кашни юрлӑ тӑвӑл хыҫҫӑн Ҫӗнтерӳ паркӗнчи палӑк территорине юртан тасатать.
Ку ял ҫыннисен чи юратнӑ вырӑнӗсенчен пӗри, кунтан кашни кун нумай ҫын иртет. Кунта Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсенче пуçне хунă ҫынсен мемориалĕ. Райцентрти ҫынсемпе хӑнасем ҫак вырӑна уйрӑм туйӑмпа ҫӳреҫҫӗ. Ҫавӑнпа та тасалӑха тытса тăрассине уйрӑмах тимлӗ пӑхмалла. Паркра тасалӑхпа йӗркелӗх вара ҫулталӑкӗпех "Тепловик" сотрудникӗсене пула пулса пырать.
Ҫулла паркра техника работникӗ Нуршида Вакиловна Сулейманова ӗҫленӗ. Кашни кун, ӗҫ умӗн, вӑл парк урлӑ иртсе территорине ҫӳп-ҫапран тирпейленӗ, чечексене пӑхнӑ. Кӗрхи кунсенче вӑл шанса пĕтнĕ ӳсентӑрансемпе тӑкӑннӑ ҫулҫӑсене пуҫтарнă.
Ҫакӑн пек ырă кӑмӑллă ҫынсене пула паркра яланах хӑтлӑ та канлӗ.

Неля САБАХОВА.

Сӑнӳкерчӗкӗсем: Неля Сабахова.

 

Пишпÿлекри Ҫӗнтерӳ паркӗнче яланах йӗркеллӗ
Пишпÿлекри Ҫӗнтерӳ паркӗнче яланах йӗркеллӗ
Пишпÿлекри Ҫӗнтерӳ паркӗнче яланах йӗркеллӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: