Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
24 Кӑрлач , 09:19

Ҫар присягине шанчăклă юлнă

Героя ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав!

Ҫар присягине шанчăклă юлнă
Ҫар присягине шанчăклă юлнă

Пишпÿлек районӗнче ятарлă ҫар операцине хутшӑннӑ, ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуçне хунă Алексей Александрович Мартынова, юлашки ҫула ӑсатрĕç.

Контракт службин кӗҫӗн сержанчӗпе Алексей Мартыновпа сывпуллашмалли траур церемонийĕ январӗн 23-мӗшӗнче Михайловка ялӗнче пулчӗ.

Алексей сывлӑх енӗпе ҫар службинче пулман пулин те, 2022 ҫулхи августӑн 6-мӗшӗнче РФ Оборона министерствипе виҫӗ уйӑхлӑха пӗрремӗш контракт тунӑ. 2023 ҫулхи пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче контракт срокӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Алексей ҫар службине ятарлӑ ҫар операцийӗ ирттермелли зонӑра тепӗр хут контракт тума килӗшнӗ. Алексей ҫар тивӗҫӗпе чыс ыйтӑвӗсем ҫине ҫав тери хумханса пӑхнӑ, яланах лайӑххине ҫеҫ ӗненнӗ, пурнӑҫра хӑйне ҫирӗп тыткаланӑ. Январӗн 15-мӗшӗнче Украина территорийӗнче ятарлă ҫар операцийӗ иртекен районта çар заданине пурнӑҫласа воин вилнӗ. Ҫар присягине пӑхӑнса пуçне хунă.

Сывпуллашу митингне район ҫыннисем, тӑванӗсем, тусӗсем, сÿрĕк мар чунлӑ ҫынсем, ҫар тӑванлӑхӗн представителӗсем пухӑннӑ.

Тӑван çӗршывӑн шанчӑклӑ ывӑлне юлашки çула ăсатма район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов, Пушкӑрт Республикин Патшалӑх Пухӑвӗн — Курултай депутачӗ Шамиль Вилевич Тимербулатов, Уфа хулинчи Орджоникидзепе Калинин районӗсен çар комиссарӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Шамиль Камилевич Маликов килнӗ.

Шамиль Вилевич Пушкӑртстан Патшалăх Пухӑвӗн — Курултайăн тата Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗн Радий Хабировăн ячĕсенчен вилнӗ ҫыннӑн тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене тарăн хурланнине пĕлтернĕ. Алексей хӑйӗн Тӑван çӗршывӗн чӑн-чӑн патриочӗ пулнине палӑртнă вӑл.

Алексей Александрович ҫӗршывӑн патшалӑх интересӗсене хӳтӗлесе, хӑйӗн ҫар тивӗҫне чыслӑ пурнӑҫласа пуçне хунă. Юлашки минутченех вӑл Тӑван çӗршывӗн шанчӑклӑ ывӑлӗ пулнӑ. Воина паттӑрлӑх орденӗпе вилнĕ хыççăн наградӑланӑ.

Ӗмӗр асӑнмалӑх! Героя ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав!

Неля САБАХОВА.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Неля Сабахова.

 

 

Ҫар присягине шанчăклă юлнă
Ҫар присягине шанчăклă юлнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: