Григорий Данилович Иванов вӑрӑм та тивӗҫлӗ пурнӑҫ пурăнса ирттернĕ.
Эпир пурте пӗлетпӗр: пирӗн асаттесемпе мӑн асаттесем Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра аслӑ Ҫӗнтерӗве пула пирӗн ачалӑхпа мирлӗ тӳпе пур. Нумай-нумай ҫулсем иртсен те геройсен ячӗсене манман. Вӗсен хушшинче манӑн мӑн кукаçейĕн ячӗ те пур. Вӑл ҫапӑҫу хирӗнче пулман. Вӑл ӗҫ ҫарне хутшӑннӑ. Вӑл кашни кунах хӑйӗн йывӑр ӗҫӗпе аслӑ Ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартнӑ.
Манӑн мӑн кукаçей Григорий Данилович Иванов 1926 ҫулхи ноябрӗн 19-мӗшӗнче Пишпÿлек районӗнчи Йăлпăлак ялӗнче ҫуралнӑ. Ялта пуҫламӑш шкул кӑна пулнӑ, çавăнпа 3-мĕш класс хыҫҫӑн вӑл кӳршӗри Çирĕклĕ ялӗнче вӗренме пуҫланӑ. Вӑрҫӑ пуҫланнă вăхăтра Григорий 7-мĕш класра вӗреннӗ. Ҫапла пулса тухнă та, шкул ҫинчен манма, ӗҫлеме кайма тивнĕ. 1942 ҫулта вӑл Чкалов ячӗллĕ колхозра конюхра ӗҫлеме пуҫланӑ. 1944 ҫулта, мӑн кукаçей 18 ҫул тултарсан, ӑна вӑрҫа илсе каймалла пулнӑ. Анчах ăна вăрçа сывлӑхне пула илмен, ӗҫ ҫарне чӗнсе илнӗ. Ӑна Уфана пӑравус юсакан завода янă, унта снарядсем тунă. 1945 ҫулхи февраль уйӑхӗнче Бузулук хулине танк минисем тума куҫарнӑ. Выҫлӑхпа сивӗ ҫамрӑк ҫынсене çава пек ҫулнӑ, анчах вӗсем Ҫӗнтерӳ ячӗпе ӗҫленӗ, малашне мӗн пулассине шанса пурӑннӑ.
Вӑрҫӑ вӗҫленсе пынă. Пурнӑҫ ансат пулман, анчах ҫӑмӑлтарах пулнӑ. Апат-çимĕç тĕлĕшпе лайӑхланнă. Кунне 600 грамм ҫӑкӑр панӑ. Ирхине пӑтӑ ҫитернĕ, кӑнтӑрлахи апатра купӑста яшки ҫинĕ, каҫхине кефир панă. Туртакансене сигарет панă. Анчах мăн кукаçей Гриша туртман, ăна икшер канфет памалла пулнӑ. Бузулукра эрнере те ултӑ кун 12 сехетшер ӗҫленӗ. Вырсарникун, канмалли кун, тусӗсемпе вагонсем пушатнă. Пӗр вагоншӑн ултӑ литр сироп панă, ӑна пӗр михӗ ҫӗрулмипе улӑштарма пултарнă. Сиропсене пасарта хресченсенчен улӑштарнӑ. Пӗррехинче мăн кукаçей пасарта апат-ҫимӗҫ карточкисем тупнă. Ҫак карточкӑсемпе вĕсем тусĕсемпе пӗр уйӑх тăршшĕ пурӑннă.
Вӑрҫӑ пӗтнӗ, анчах ӗҫ ҫарӗнчен килне яман. 1945 ҫулхи май уйӑхӗнче пурне те пулӑшма — ҫӗнӗ хуҫалӑха ҫуракине янă. Унта выҫӑ каччӑсемпе хӗрсем фасоль вӑрлӑхӗ курса ҫисе тӑраннă та чирлесе ÿкнĕ.
1945 ҫулхи июньте мӑн кукаçее Нязепетровск хулине, Челябинск облаҫне, Мускаври вӑрман хатӗрлекен завода — йывӑр машинӑсем тӑвакан завода — ӑсатнӑ. Мӑн кукаçей заводра тревелщик пулса ӗҫленӗ. Пӗренесене бугорпа, тепӗр чухне алӑпа та шаршанланӑ. Ҫулла лаша косилкипе утӑ ҫулнӑ. Вăрман складĕнче кладовщик пулса ӗҫленӗ. Вĕсене малтан бараксене вырнаҫтарнă, вӑрманне хӑйсем тавра йӑвантарнă. Радиусри вӑрмана майӗпен 14 километр йӗри-тавра касса татнă. Ишӗлнӗ ҫӗршыва юсама вӑрман нумай кирлӗ пулнӑ. Ĕçлекенсем ҫитмен, çавăнпа вӗсене киле ярасшӑн пулман. Мăн асатте 1953 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗччен вăрман хатĕрлекен çĕрте ӗҫленӗ. Тата сакӑр ҫул отпуск паман вӗсене ӗҫ ҫарӗнчен! Киле икӗ хутчен çеç 1948 тата 1950 ҫулсенче килсе кайнӑ.
Условисем йывӑр, ӳпресем нумай пулнӑ. Анчах та, апат-çимĕç енчен 1948 ҫул хыҫҫӑн лайӑхрах пулнӑ, карттӑ системине пĕтернĕ пулнӑ, столовӑйра тӑранса пурӑннӑ. Ҫав вӑхӑтранпа ӗҫленӗшӗн укҫа тӳлеме пуҫланă. Пухма та, киле ӑсатма та май килнĕ. Анчах киле пурпӗрех каяс килнĕ. Григорий ашшӗ, Данил Кузьмич, ҫав вӑхӑтра питӗ хытӑ чирленӗ. Иккӗмӗш ушкӑн инвалид пулнӑ. Вӑл чылайччен ыйтса ҫырнă, Григорие килне яма ыйтнă. Часах ашшӗ вилнӗ. Тӑван амӑшӗ вӑрҫӑччен, Гриша шкул ачи чухнех, вилнӗ, вӑл ҫав ҫухатушӑн питӗ куляннӑ.
Килне таврӑнсан, мӑн кукаçей 1953 ҫулхи майӑн 25-мӗшӗнче Пишпÿлекри МТС-ра слесарь пулса ӗҫленӗ. Цилиндр блокӗсен пуҫӗсене, тормоз системисене, тракторсемпе автомобильсен сивӗтмелли системисене юсанӑ. Ҫӗршыв тӑвӑллӑн аталанса пынă. Техника нумай пулнӑ, ӑна пӑхмалла пулнӑ. Вара каллех 10—12 сехет, канмалли кунсемсĕр ӗҫленĕ. Çав çулах июнӗн 23-мӗшӗнче вӑл Пишпÿлек районӗнчи Егоровка ялӗнчи Тимофеева Нина Васильевнана качча илнӗ. Ун чухне 64 ҫул пӗрле пурӑнасси ҫинчен шухӑшламан та. 1956 ҫулччен хваттер тара тытса пурнăнма тивнĕ. 1954 ҫулта аслӑ ывӑлӗ Федор ҫуралнӑ. 1955 ҫулхи декабрӗн 22-мӗшӗнче Валентина хӗрӗ (манӑн кукамай) ҫуралнӑ. 1956 ҫулта вӗренме кӗнӗ, 1959 ҫулта вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ. Института кайма направлени панӑ, анчах вӑл килӗшмен, мӗншӗн тесен пӗчӗк ачасемпе хуҫалӑх пулнӑ, ҫурта туса пӗтермелле пулнă. 1963 ҫулта Светлана хӗрӗ ҫуралнӑ. 1970 ҫулта — Владимир ывӑлĕ.
МТС-ра, унтан СХТра, малалла РТПра 62 ҫулччен ӗҫленӗ. Пенсие тухсан, вӑл тата темиҫе ҫул РАПСОра тата 149-мĕш СПТУ-ра ӗҫленӗ. Мӑн кукаçейĕн пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ 52 ҫул пулнă.
1956 ҫултанпа Григорий Данилович Иванов КПСС членӗ пулнӑ. 24 ҫул хушши ял совечӗн депутатне суйланӑ. 20 ҫул районти судра халӑх заседателĕ пулнӑ. Григорий Даниловичӑн фотографине районти Хисеп хăми ҫине темиҫе хутчен те вырнаҫтарнă. Ăна "IX пилӗкҫуллӑх ударникӗ", "XI пилӗкҫуллӑх ударникӗ", "РСФСР Социализмлӑ ӑмӑрту отличникӗ", "Пахалӑх отличникӗ", "Коммунизмла ӗҫ ударникӗ" паллăсемпе наградӑланӑ. "1941-1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра паттӑр ӗҫленӗшӗн", 50 ҫултан пуҫласа 75 ҫулчченхи Ҫӗнтерӳ ячӗпе юбилей медалӗсемпе, "Хисеп палли" орденпа наградӑланӑ. "Ĕҫ ветеранӗ", "Вӑрҫӑ ветеранӗ" ятсем панă.
Мăн кукаçей вӑрӑм та тивӗҫлӗ пурнӑҫпа пурӑннӑ. Эпир унӑн килӗнче кашни ҫул пухӑнакан чи пысӑк уяв — Ҫӗнтерӳ кунӗччĕ. Вӑл уншӑн чи кирли пулнӑ.
Шӑпах ҫавӑн ячӗпе мана аттепе анне Григорий тесе ят панă. Эпӗ чи ырӑ та илемлӗ ҫыннӑн ячӗ манӑн та пулнӑшӑн савӑнатӑп. Эпӗ тивӗҫлӗ мӑнук пулма тӑрӑшӑп ҫапла.
Мӑн кукаçей 2021 ҫулхи майӑн 9-мӗшӗнче вилнӗ. Пире вӑл пурсӑмӑра та ҫитмест. Анчах эпир ӑна яланах асра тытӑпӑр, юратӑпӑр. Тавтапуҫ, мăн кукаçей, пуриншӗн те!
Григорий МАКЕЕВ,
Пишпÿлекри 3-мĕш вӑтам шкулти 9 «а» класра вӗренекен.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ҫемье архивӗнчен.