Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
2 Нарӑсӑн , 14:01

Пишпÿлек районĕ республикӑри "Пулӑшу поезчӗ" акцие хутшӑннă

Çакăн пирки район администраци пуçлăхĕ Артур Зарипов социаллă сетьсенчи хăйĕн страницинче каласа парать.

- Пишпÿлек районӗнче кирлĕ те пысӑк ӗҫ иртрӗ. Эпир республикӑри "Пулӑшу поезчӗ" акцие хутшӑнтӑмӑр. "Защитники Отечества" фонд пуҫарнипе тухнӑ акцие пирӗн геройсене – СВОна хутшӑнакансемпе ветерансене, çавӑн пекех вӗсен ҫемйисене пулӑшма чӗнсе илнӗ. Вӗсемпе тӗл пулма фонд представителӗсем, республика ведомствисен специалисчӗсем, ҫавӑн пекех районти социаллӑ учрежденисен ертӳҫисемпе ӗҫченӗсем килнĕ. Мӗн кирлипе пурне те пулӑшма тӑрӑшрӑмӑр. Пурнӑҫ ыйтӑвӗсене, юридика тата медицина ыйтӑвӗсемпе консультацисене, психологи пулӑшӑвне татса парас тӗлӗшпе.
Паллах, ҫак мерӑсем халӗ хӑйсен патриотла тивӗҫне пурнӑҫлакан упӑшкисемпе ашшӗсем, ывăлĕсем юнашар ҫуккине тавăрма пултарайманнине эпир пурте ӑнланатпӑр. Анчах пирӗн задача вĕсем килĕсенче ҫуккине мӗнле те пулин ҫӑмӑллатас пулать. Вӗсене киле кӗтсе илме пулӑшмалла. Апла пулсан, эпир халӗ кӑлӑхах тумастпӑр.
Тӗлпулӑва организацилеме тата ирттерме хутшӑннисене пурне те тав тӑватӑп! Спецоперацие хутшӑнакансене тата вӗсен тӑванӗсене ҫакна каласшӑн: эсир пирӗн пулӑшу ҫине яланах шанса тӑма пултаратӑр. Эпир сирӗнпе! - çырать Артур Зарипов.

https://vk.com/arturzaripov74

Пишпÿлек районĕ республикӑри "Пулӑшу поезчӗ" акцие хутшӑннă
Пишпÿлек районĕ республикӑри "Пулӑшу поезчӗ" акцие хутшӑннă
Пишпÿлек районĕ республикӑри "Пулӑшу поезчӗ" акцие хутшӑннă
Пишпÿлек районĕ республикӑри "Пулӑшу поезчӗ" акцие хутшӑннă
Пишпÿлек районĕ республикӑри "Пулӑшу поезчӗ" акцие хутшӑннă
Пишпÿлек районĕ республикӑри "Пулӑшу поезчӗ" акцие хутшӑннă
Пишпÿлек районĕ республикӑри "Пулӑшу поезчӗ" акцие хутшӑннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: