Кашни ҫул февралӗн 8-мӗшӗнче наука пӗрлӗхӗ хӑйӗн професси уявне – Раҫҫей наукин кунне паллӑ тӑвать. Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗ те ҫак куна уявлама хутшӑннӑ. Ҫав кун ача сачӗн пур ушкӑнӗнче те тӗпчев лабораторийӗсем ӗҫленӗ. Ҫамрӑк ученӑйсем сухан пахалӑхӗсене, сывлӑш электризаципе тата таврари ытти пулӑмсене тишкернӗ, экспериментсем тунӑ, сӑнавсемпе опытсем ирттернӗ.
Ҫапла вара ачасем сӑлтавпа следстви ҫыхӑнӑвӗсене йӗркелеме, элементарлă экспериментсене тӗпе хурса гипотезӑсем кӑларма, пĕтĕмлетÿсем тума, ҫутҫанталӑк пулӑмӗсен пӗр-пӗринпе ҫыхӑну тытассине тата пӗр-пӗрне пӑхӑнса тӑрассине палӑртма вӗреннӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club217412282