Февралӗн 12-мӗшӗнче ҫул-йӗрпе транспорт травматизмне профилактика тӑвас тӗллевпе Аитри Фатих Карим ячĕллĕ вăтам шкулта пуҫламӑш классенче вӗренекенсемпе "ПДД хӗллехи тапхӑрта" темӑпа профилактика калаҫăвĕ ирттернӗ. Çамрӑксемпе ӗҫлекен специалист Р.Р. Садрова ачасене ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене епле пӑхӑнмаллине, шкула кайнӑ чухне е урамра уҫӑлса ҫӳренӗ чухне ҫутӑ паракан элементлӑ тумтир тӑхӑнма кирли ҫинчен каласа панă. Ҫавӑн пекех автомобиль салонӗнче ача-пӑча тытӑмӗпе мӗншӗн усӑ курмаллине те аса илтернӗ. Ачасем ҫуран ҫӳрекен ача-пӑча правилисене пӑсни çул çинче мĕнле инкекпе вĕçленме пултарнине аса илнĕ. Ку вӑл ҫуран ҫул урлӑ каҫни, ҫавӑн пекех иртен-ҫӳрен пайӗ ҫывӑхӗнчи сӑртсем çинчен ярӑнни. Ачасем интересленсе итленĕ, ыйтусем ҫине хуравланă.
#БижбулякскийРайон
#ПрофилактикаПДД
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.