Пăслăкри маскировка сетки çыхакан пункт пысӑк ӗҫ тунӑ. Пĕр кун хушшинче госпиталь валли "минтерсене" поролонпа синтепон тултарнă. Лира Прохоровапа Галина Данилова ҫӗвӗҫсене килте ҫӗленӗ минтерсемшӗн тата минтерсем çĕлемеллисене илсе килнисене пурне те чӗререн тав тӑватпăр. Пӗтӗмӗшле вӑйпа 30 минтер тата сакăр ура кӗли шӑмми валли тултарнă.
Юлашки кунсенче Пишпÿлек районӗнчи гумконвойпа февралӗн 17-мӗшĕнче каякан пилĕк сетка явса пĕтернӗ. Ҫавӑн пекех госпиталь валли нускисемпе чехолсем, кӗпе-йӗмсем хунă посылкӑсем хатӗрленӗ, вӗсене ял ҫыннисем питӗ нумай илсе килнӗ.
#Своихнебросаем
#ВподдержкуСВО
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пăслăкри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.