Çутă çул
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
14 Нарӑсӑн , 12:02

Пушкӑрт батальонӗнчи санитари ротин боецĕ хӑйӗн командирӗ ҫинчен каласа панă

Совет Союзӗн Геройӗ Тагир Кусимов генерал-майор ячӗллӗ Пушкӑрт батальонӗн медротин "Солтан" позывнойлă командирӗ ҫинчен Радик Динахметов санитар каласа панă.

Ҫакна вӑл "Башинформ" ИА корреспондентне Эдуард Кускарбекова каласа панă.

Боецпа командир пӗлтӗр Самара облаҫӗнче слаживанинче паллашнӑ. Иккӗшӗ те Пушкӑртстанран. Пушкӑртри Ишимбай районӗнче ӳснӗ командир хӑйӗн аслашшӗ ҫинчен мӑнаçланса каласа панă. Вӑрҫӑра аслашшӗ кунта ҫапӑҫнӑ иккен, Донецк çывăхĕнче паттӑрла вилнӗ. Унӑн ятне командир позывной вырӑнне илнӗ.

"Солтан" батальонра малтан медвзвод командирӗ пулнӑ, халӗ вӑл медрота командирӗ. Подразделени санитарӗсем аманнисене ҫапӑҫу хирӗнчен эвакуаципе ӑсатаҫҫӗ.

Пӗлтӗрхи декабрьте вара вилнӗ тесе шутланӑ аманнӑ боеца командир профессионализмӗпе пӗлӗвӗ ҫӑлма пулӑшнӑ.

"Солтан" пур енӗпе те боецсенчен ҫине тӑрса, çирĕп ыйтать. Командир яланах тимлӗ пулма, йӗри-тавра тата ура айне пӑхма, пӗр сӑмахпа каласан, яланах сыхӑ пулма хушать.

Ҫакӑнпа пӗрлех "Солтан" ырă чун-чӗреллӗ те пултаруллă ҫын.

 – Каннӑ минутсенче "Солтан" курай выляма юратать, – тет Радик Динахметов. – Каҫхи шӑплӑхра, воронкӑсем, гильзӑсем, ӗнӗксем хушшинче, тростник флейти меллӗ янӑранине Пушкӑртстанри салтаксемшӗн мӗне пӗлтерет-ха?

 "Башинформ" ИА материалĕ тăрăх.

https://mgazeta.com/news/novosti/2024-02-13/canitar-medvzvoda-s-pozyvnym-asyan-rasskazal-o-svoih-komandirah-3642084

Эсир ҫар службине контрактпа кайма е доброволецсен отрядне ҫырӑнма - ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнма пултаратӑр. Ҫакна тума эсир военкомата пырса ҫар служби иртни ҫинчен е доброволецсен отрядне кӗме контракт тума хатӗрри ҫинчен пӗлтерме пултаратӑр. Военкомата кайма меллӗ вырӑн суйласа илĕр тата "Госуслуги" сервис урлă та çырăнма пулать.

Контракт тăвас ыйтусемпе республикӑра пурӑнакансем пӗрлехи справка номерӗпе 177, Лару-тӑру центрне 122 е 7 (347) 218-19-19, е "Манӑн документсем" МФЦ ҫывӑхри офисĕпе усӑ курма пултараҫҫӗ.

Пушкӑрт батальонӗнчи санитари ротин боецĕ хӑйӗн командирӗ ҫинчен каласа панă
Пушкӑрт батальонӗнчи санитари ротин боецĕ хӑйӗн командирӗ ҫинчен каласа панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: