Хушăлка волонтерĕсем, сÿрĕк мар ӗҫченӗсем, маскировка сеткисем кӑна мар, аманнӑ боецсен ампутациленĕ алă-ура валли "нускисем" те ҫыхаҫҫӗ. Хатӗр изделисен виҫине ампутаци майӗпе йĕркелеççĕ. Ятарласа çыхнă "нускисем", унтан госпитальсене каяҫҫӗ, вӗсене хӑвӑртрах сывалма сӗнсе яраççĕ. Ку вӑл пирӗншӗн ҫапӑҫакан боецсене ҫӗнӗрен ура ҫине тӑратас тата пулӑшас ӗҫе пысӑк тӳпе хывни пулать.
Ӑстаҫӑсен ҫак пархатарлӑ ӗҫӗ пирӗн ҫар ҫыннисене чӗререн тав тума, хисеплеме парать. Хушăлка çыннисем пирӗн боецсене пулӑшса тав тӑваҫҫӗ. Вӗсем хӑвӑртрах сывалччăр, хӑйсен ҫывӑх ҫыннисем патне таврӑнччăр, теççĕ. Маскировка сеткисемпе "нускисем" йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерекенсемшӗн шанчӑк тата ӗненӳ символӗ пулччӑр.
#СвоихНеБросаем
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари Культура çурчӗн социаллă сетьри страницинчен.