Ҫарта служит туни вӑл — кашни ҫамрӑк ҫыннӑн пурнӑҫӗнче кирлӗ тапхӑр. Шӑпах унта унӑн Тӑван çӗршыва, кил-ҫурта, хӑйӗн ҫемйине хӳтӗлеме чӑн-чӑн арҫын пулмалла. Пӗлтӗр кӗркунне Раҫҫей ҫарӗн ретне пирӗн район каччисем те хутшӑннӑ. Новобранецсем хушшинче Мулланур-Вахитово ялӗнчи Ильнар Сабахов та пулнӑ.
Ильнар 2004 ҫулта çуралнă. Фатих Карим ячӗллӗ Аитри вӑтам шкулта тӑхӑр класс пӗтерсен, Пелепейри гуманитари-техника колледжне вӗренме кӗнӗ, унта электрооборудование юсаса тивӗҫтермелли электромонтер профессине алла илнӗ. Ытти ачасем пекех, Ильнар физкультурӑна яланах юратнӑ, волейболла хаваслансах вылянӑ, спортпа машинӑсене юратнӑ, ашшӗ-амӑшне хуҫалӑхра пулӑшнӑ. Вӗренӳ вĕçленни пирки диплом илсен, ҫирӗп йышăну йышӑннă: служит тӑвас пулать! Ҫара каччӑ 2023 ҫулхи ноябрӗн 20-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Халӗ вӑл Чулхулари инженер ҫарӗнче служит тăвать.
Ҫарта службӑра тӑни — пысӑк ӗҫ, таса тивӗҫ, шанать Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçи. Ҫар вӑл — патшалăхӑн тӗп никӗсӗ, служба вара — ҫамрӑк ҫынсен пурнӑҫӗнчи пӗлтерӗшлӗ тапхӑр, вӑл пурнӑҫа "малтан" тата "кайрана" пайлать. Ҫартан пачах урӑх ҫын таврӑнать: вӑл характера пиҫӗхтерет, йĕркелĕхпе дисциплинӑна вӗрентет, ҫара ҫамрӑксем каяҫҫӗ вӗт, чӑн-чӑн арҫынсем пулса таврӑнаҫҫӗ.
Неля САБАХОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Ильнар Сабаховӑн архивĕнчен.