Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
28 Нарӑсӑн , 10:05

Обходчик кашни ҫурта шаккать

Пишпÿлек районӗнче участокри суйлав комиссийӗсен членӗсем пӗтӗм Раҫҫейри "ИнформУИК" проект шайӗнче халӑха малалла информацилеҫҫӗ.

Обходчик кашни ҫурта шаккать
Обходчик кашни ҫурта шаккать

Пишпÿлек районӗнче участокри суйлав комиссийӗсен членӗсем пӗтӗм Раҫҫейри "ИнформУИК" проект шайӗнче халӑха малалла информацилеҫҫӗ.
"ИнформУИК" проектӑн тӗп тӗллевӗ — РФ Президенчӗн суйлавӗ ҫинчен, сасӑлав меслечӗсем ҫинчен информацилесси, суйлавҫӑсен хастарлăхне ӳстермелли сведенисене актуализацилени.
Обходчиксем мобильлĕ приложенипе усӑ кураҫҫӗ, сасӑлав меслечӗсем ҫинчен каласа параҫҫӗ, участока тĕрлĕ сӑлтавсемпе килме пултарайманнипе килте сасӑлас текенсене палӑртаҫҫӗ. Ҫакӑн пек обходсенчен пӗри Пишпÿлек районӗнчи Михайловка ялӗнче иртнӗ.
— Пирӗн тӗллев - суйлавҫӑсем ҫинчен калакан информацие тӗрӗслес тата суйлав участокне хӑш кунсенче килме май пурри ҫинчен каласа парасси, ҫавӑн пекех сасӑлав майӗсем ҫинчен каласси, - каласа парать 1393-мĕш УИК координаторĕ Гульназ Альфритовна Кириллова.
Гульназ суйлав участокӗн чиккисенче вырнаҫнӑ пурӑнмалли çуртсен адресӗсем ҫинчен калакан сведенисене ятарласа хушса çырнӑ телефона алӑран ямасть. Координатор каланӑ тӑрӑх, ял ҫыннисем ӑна яланах йӑл кулса ăшшăн кӗтсе илеҫҫӗ.
— Ҫынсем лайӑх, ырӑ кӑмӑллӑ кӗтсе илеҫҫӗ, питӗ кӑмӑллӑ. Хӑшӗ-пӗрисем урамра курсан, эпир вӗсем патне хӑҫан ҫитесси ҫинчен ыйтаҫҫӗ, - каласа парать Гульназ Альфритовна.
Обходчик пулнă çĕрте пурте Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн суйлавне хутшӑнатпӑрах, тесе ҫирӗплетсе калаҫҫӗ.
— Халӗ пирӗн ҫӗршывшӑн ахаль мар вӑхӑт, ҫавӑнпа та пулас суйлав ҫине яваплӑ пӑхмалла. Суйлав комиссийӗн членӗсем килӗрен ҫӳрени питӗ лайӑх тесе шутлатпӑр эпир, пурне те ӑнлантарса параҫҫӗ, ыйтусене хуравлаççĕ, каласа параҫҫӗ, - палӑртать Михайловкӑра пурӑнакан Вячеслав Михайлович Николаев.

Неля САБАХОВА.

Сӑнӳкерчӗкӗсем: Неля Сабахова.

 

 

Обходчик кашни ҫурта шаккать
Обходчик кашни ҫурта шаккать
Обходчик кашни ҫурта шаккать
Обходчик кашни ҫурта шаккать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: