Çутă çул
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
1 Мартӑн , 09:53

"Путин командин" пайӗ пуласси — чыс, яваплӑх тата малашнехи ӗҫ валли хавхалану

Халӑх фрончӗ Пушкӑртстанри 13 ҫынна общество умӗнче тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн "Путин команди" премипе чысланă.

"Путин командин" пайӗ пуласси — чыс, яваплӑх тата малашнехи ӗҫ валли хавхалану
"Путин командин" пайӗ пуласси — чыс, яваплӑх тата малашнехи ӗҫ валли хавхалану

Халӑх фрончӗ Пушкӑртстанри 13 ҫынна общество умӗнче тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн "Путин команди" премипе чысланă. "Пурте Ҫӗнтерӳ валли!" проекта пулӑшнӑшӑн тата çичĕ ҫынна тав ҫырӑвӗсемпе паллӑ тунӑ.
Ҫав шутра ПР Общество палатин членӗсем. "Путин команди" премин лауреачӗ "Раҫҫей шырав юхӑмӗн" регионти уйрӑмӗн ертӳҫи Владимир Волков пулнă.
Пушкӑртстан Республикинчи ҫамрӑксене патриотла воспитани тата призывчченхи хатӗрлев центрӗн директорӗ Марина Таранпа "Все для фронта — Бижбуляк" юхӑм ертӳҫи Алевтина Васильева "Халӑх фрончӗ. Пурте Ҫӗнтерӳ валли" проекта хутшӑннӑшӑн тав ҫырӑвӗсем илнĕ.
— Ӗҫтешсемпе эпир боецсем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пухрӑмӑр, воспитанниксемпе хамӑрӑн хаклӑ салтаксене ҫырусем ҫыртӑмӑр, йышӑнтӑмӑр, ӑсатрӑмӑр, ЛНР ачисен программисене йӗркелерӗмӗр. Ку ӗҫе Ҫӗнтеричченех малалла тӑсӑпӑр, - каласа панă Марина Таран.
— "Путин командин" пайӗ пуласси — чыс, яваплӑх тата малашнехи ӗҫ валли хавхалану, - палӑртнă Алевтина Васильева.
Тава тивӗҫлӗ наградӑсемпе саламлатпӑр!
"Путин команди" премие 2022 ҫулта Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин халӑх фрончӗпе пуҫарнӑ. Унӑн тӗп тӗллевӗ - гражданла хастар позицие кӑтартнӑ ҫынсене тав тӑвасси тата обществӑлла йышӑну тӑвасси. Халӑх фрончӗ Раҫҫейри вуншар хуласенче "Путин команди" премие панӑ, вӗсенчен чи малтан Донецкпа Луганск пулса тӑнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пушкӑртстан Республикинчи общество палатин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/op.bashkortostan

 

 

"Путин командин" пайӗ пуласси — чыс, яваплӑх тата малашнехи ӗҫ валли хавхалану
"Путин командин" пайӗ пуласси — чыс, яваплӑх тата малашнехи ӗҫ валли хавхалану
"Путин командин" пайӗ пуласси — чыс, яваплӑх тата малашнехи ӗҫ валли хавхалану
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: