Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
1 Мартӑн , 10:00

Унпа ентешсем мухтанаҫҫӗ

Раҫҫей Федерацийӗн оборона министрӗн приказӗпе Андрей Емельянов «За боевые отличия» медале тивӗҫнӗ, ăна ытти ведомство паллисемпе палӑртнӑ.

Унпа ентешсем мухтанаҫҫӗ
Унпа ентешсем мухтанаҫҫӗ


Михайловка ял советĕнчи Игнашкино "Урӑ ял" конкурса хутшӑнать. Ял ҫыннисем - сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнса тӑракансем, пысӑк патриотсем. Андрей Емельянов ентешсенчен пӗри, вӑл — Тӑван çӗршыва хӳтӗлекен.
Игнашкино ялӗнче пурӑнакан Андрей Иванович Емельянов 1991 ҫулхи декабрӗн 4-мӗшӗнче Пишпÿлек районӗнчи Кандра-Куль ялĕнче ҫуралнӑ. Ӑна Валентина Георгиевна Емельянова асламăшĕ пӑхса ӳстернӗ. 2011 ҫулта Михайловка вӑтам шкулӗн 11 класӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн лицее вӗренме кӗнӗ, автомеханика вӗренсе тухнă. 2011 ҫулхи декабрӗн 7-мӗшӗнче Андрей Емельянова сроклă ҫар службине чӗнсе илнӗ.
— 2014 ҫулта виҫӗ ҫуллӑха контракт ҫине алӑ пусрӑм. Мурманск облаҫӗнчи Печенга ялĕнчи танк ҫарӗнче службӑра тӑтăм. 2014 ҫулта Луганск Халӑх Республикинче ҫапӑҫусене хутшӑнтăм, Паттӑрлӑх орденӗпе наградӑланӑ. 2016 ҫулта Омскри автобронетанковӑй инженер институтне вӗренме кӗтĕм, 2019 ҫулта прапорщик ятне илтĕм. Малалла Мурманск облаҫӗнчи Печенга ялĕнчи артиллери ҫарӗсенче службӑра тӑтăм. Унтан 90 танк дивизине 6-мӗш танк полкне танк командирӗ пулма куҫрăм, — каласа панӑ ентеш хӑйӗн служби ҫинчен.
2022 ҫулхи декабрӗн 7-мӗшӗнче кӗҫӗн лейтенант звани панӑ хыҫҫӑн Андрей Емельянова взвод командирӗ пулма лартнӑ. Тӑван çӗршыва тата Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх интересӗсене хӳтӗленӗ чухне паттӑрлӑхшӑн, хӑйне шеллеменшӗн тата харпӑр хӑй паттӑрлӑхӗшӗн пирӗн ентеше Жуков орденӗпе наградӑланӑ. Раҫҫей Федерацийӗн оборона министрӗн приказӗпе Андрей Емельянов «За боевые отличия» медале тивӗҫнӗ, ăна ытти ведомство паллисемпе палӑртнӑ.
Ирина ФОМИНА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Андрей Емельяновăн архивӗнчен.


#трезвоесело2023
#aйыкауыл2023
#Игнашкино
#бишбүләкбаkшортkоролтайы
#бижбулякскийрайон
#курултайбашкир
# kоролтай

Унпа ентешсем мухтанаҫҫӗ
Унпа ентешсем мухтанаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: