+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Çирĕклĕри ял клубӗнче маскировка сеткисем тӑвас ӗҫ малалла пырать.
Маскировка сеткисене явас енӗпе активист-волонтерсен ушкӑнӗ тӑрӑшса ӗҫлет. Ку ӗҫ питӗ тимлӗ, чӑтӑмлӑ, витĕмлĕ пулма ыйтать. Анчах активистсем пӗтӗмӗшле ҫӗнтерӳ тума хӑйсен ĕлĕшне хывма тӑрӑшаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ку сеткăсене боецсем питӗ кӗтеҫҫӗ. Маскировка сетки пурнӑҫа тӳрех ҫӑлса хӑварма пултарать.
Ырӑ чӗрепе пулӑшнӑшӑн пирӗн волонтерсене пысӑк тав.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.