Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общие статьи
12 Мартӑн , 13:24

Тавтапуҫ сирӗн чӗрӗрсен ӑшшишӗн!

Сеткăсем явакан центрта Пишпÿлек ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Александр Семенов фронтри пирӗн боецсене пулӑшма вӑхӑт тупакансене пурне те тав ҫырӑвӗсем панă.

Тавтапуҫ сирӗн чӗрӗрсен ӑшшишӗн!
Тавтапуҫ сирӗн чӗрӗрсен ӑшшишӗн!

Маскировка сеткисем боецсене ятарлӑ ҫар операцийӗ ирттермелли зонӑра ҫав тери кирлӗ. Пишпÿлек районӗнче сеткăсем явмалли центрсене хутшӑнакансем пин ытла сеткă тунӑ ӗнтӗ.
Сеткăсем явакан центрта Пишпÿлек ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Александр Семенов фронтри пирӗн боецсене пулӑшма вӑхӑт тупакансене пурне те тав ҫырӑвӗсем панă.
"Пире кунта туртать ӗнтӗ. Пирӗн салтаксене пулӑшас тесе, май килнӗ таран хӑвӑртрах сеткăсене ҫыхас килет!", - терӗҫ активистсем, сеткăсем явас ӗҫе активлӑ пурнӑҫласа. Пирӗн район боецсене сеткăсен черетлӗ ушкӑнне яма май пултӑр тесе, вӗсем кулленех массеткă явакан центра килеҫҫӗ. Ӗненӗр, вӗсем пирӗн салтаксене питӗ кирлӗ вĕт.
"Сеткăсене явма пулӑшнисене, пулӑшакансене пурне те тав тӑватӑп. Ҫак ансат мар та кӑткӑс ӗҫре хӑйне хӑй тӗрӗслесе пӑхма ҫынсем питӗ нумаййăн килчĕç. Хӑшпӗрисем, пӗрре пырса курсан, тек пымарĕç, теприсем хӑйӗн ӗҫ кунне вĕçлеççĕ те рама патне васкаççĕ, лентӑсене май килнӗ таран хӑвӑртрах пӗтӗрме, ӑна хӑвӑртрах СВО зонине ӑсатас тесе, черетлӗ сетка хӑвӑртрах вӗҫлеме тӑрӑшаççĕ", - тет Эллина Суфьянова.

Маскировка сеткисем пирӗн ентешсем СВОна хутшăнакан ҫӗре пур еннелле те каяҫҫӗ, отпуска килнисене те парса яраççĕ, доброволец-контрактниксене те параҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек ял совечӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/sp_bizh

 

 

Тавтапуҫ сирӗн чӗрӗрсен ӑшшишӗн!
Тавтапуҫ сирӗн чӗрӗрсен ӑшшишӗн!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: