Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
12 Мартӑн , 11:46

Юрий Алексеевич Гагарин ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ ятпа тематика кунӗ иртнӗ

Пишпÿлекри «Журавушка» ача садĕнче çӗр çинчи пӗрремӗш космонавт — Юрий Алексеевич Гагарин ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ ятпа тематика кунӗ иртнӗ.

Юрий Алексеевич Гагарин ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ ятпа тематика кунӗ иртнӗ
Юрий Алексеевич Гагарин ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ ятпа тематика кунӗ иртнӗ

Пишпÿлекри «Журавушка» ача садĕнче çӗр çинчи пӗрремӗш космонавт — Юрий Алексеевич Гагарин ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ ятпа тематика кунӗ иртнӗ. Ҫак пулӑм Раҫҫей историйӗнче тата пӗтӗм тӗнчери космос пӗрлӗхӗн чи пӗлтерӗшлисенчен пӗри пулса тӑрать, вӑл пӗтӗм тӗнчипе ҫынсене уйрӑм кӑсӑклантарать, тимлеттерет. Унӑн чаплӑ 1961 ҫулхи апрелӗн 12-мӗшӗнче каланă «Поехали!», эпир пурӑнакан тӗнчене яланлӑхах тепӗр майлӑ ҫавӑрса пӑрахнӑ. 108 минут этем космос тӗнчи тӑрӑх ҫӳренин ҫӗнӗ тапхӑрӗ пуҫланнӑ.

"Солнышко" тата "Бабочки" шкула хатӗрленекен ушкӑнсенче пӗрремӗш космонавт, Совет Союзӗн Геройӗ ҫинчен презентаци кӑтартӑвӗсемпе калаҫу ирттернӗ. Ачасем космонавт биографийӗпе тата космонавт космоса вӗҫнипе паллашнă, унӑн пурнӑҫӗнчи ӳкерчӗксемпе сӑнӳкерчӗксене пӑхса тухнă, космос çинчен юмахсен тупсӑмне тупнă, продуктивлӑ ӗҫре пӗлӳ илнисене сӑнарланă.

Ҫакӑн пек мероприятисем ҫитӗнекен ӑрӑва пирӗн космонавтсен паттӑрлӑхӗпе çирĕплĕхне, патриотизм туйӑмне, тӑван ҫӗршыва тата Раççее мухтава кӑларнӑ ҫынсене хисеплеме вӗрентеҫҫӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕсем: Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club210640710

 

 

Юрий Алексеевич Гагарин ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ ятпа тематика кунӗ иртнӗ
Юрий Алексеевич Гагарин ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ ятпа тематика кунӗ иртнӗ
Юрий Алексеевич Гагарин ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ ятпа тематика кунӗ иртнӗ
Юрий Алексеевич Гагарин ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ ятпа тематика кунӗ иртнӗ
Юрий Алексеевич Гагарин ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ ятпа тематика кунӗ иртнӗ
Юрий Алексеевич Гагарин ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ ятпа тематика кунӗ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: