Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
13 Мартӑн , 11:00

Пушкӑртра 200 СВОна хутшăнакан тата вӗсен ҫемйисен членӗсем вӗренӳ валли социаллӑ сертификатсем илӗҫ

Сертификат номиналӗ 50 пин тенкӗпе танлашать, ăна Пушкӑрт территорийӗнче патшалӑх професси пӗлӗвӗсен организацийӗсенче вӗреннӗшӗн тӳлеме усӑ курма пулать.

Пушкӑртра 200 СВОна хутшăнакан тата вӗсен ҫемйисен членӗсем вӗренӳ валли социаллӑ сертификатсем илӗҫ
Пушкӑртра 200 СВОна хутшăнакан тата вӗсен ҫемйисен членӗсем вӗренӳ валли социаллӑ сертификатсем илӗҫ

Кӑҫал республикӑра 200 сертификат боецсене тата вĕсен ҫемйин членӗсене параҫҫӗ. Сертификат номиналӗ 50 пин тенкӗпе танлашать, ăна Пушкӑрт территорийӗнче патшалӑх професси пӗлӗвӗсен организацийӗсенче вӗреннӗшӗн тӳлеме усӑ курма пулать.

Ҫемье, ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин пресс-служби ӑнлантарнӑ тӑрӑх, "В" категорири водитель тата тракторист специальноҫпа вӗренме ҫул пуҫламӑшӗнчен пуҫласа 11 ҫын янӑ, ҫар ҫыннисен ҫемйисен 103 членĕ "В" категорири водителе, маникюра, визажиста тата кадр делопроизводствине алла илеҫҫӗ.

Республикӑри ҫемье, ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Ленара Иванова ку пулӑшу памалли питӗ пысӑк программа тесе шутлать, ҫавна пула боецсем патшалӑх вӗсемшӗн тата вӗсен ҫемйисемшӗн тӑрӑшнине чӑннипех туйса илме пултараҫҫӗ. Министр каланӑ тӑрӑх, тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхсемпе тӳлевсемсӗр пуҫне, кӑмӑл пулсан СВОна хутшӑнакансен арӑмӗсемпе ачисем ҫӗнӗ профессие тӳлевсӗр алла илме тата ӗҫлеме тытăнма пултараҫҫӗ.

2023 ҫулта вӗренӳ сертификачӗсемпе професси пӗлӗвӗ 28 СВОна хутшăнакан-граждан — пӑс хуранӗсен операторӗ, экологи хӑрушсӑрлӑхӗн специалисчӗ, кран-манипулятор машинисчӗ, предпринимательство тата бизнес-планлас ӗҫ, охранник, "В" категори водителӗ, 180 ҫемье членӗсем смета ӗҫӗ тата хаклавӗ, сывлӑха ҫирӗплетмелли массаж никӗсӗсем, маркетплейссемпе ӗҫлемелли никӗссем, парикмахер, визажист, заправка станцийӗсен операторӗ, маникюр ӑсти, визажист, шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсенче тата пуҫламӑш шкулта логопед специальноҫсене вӗреннӗ.

Сăнӳкерчӗкӗ: mintrud.bashkortostan.ru сайтран.

https://mgazeta.com/news/novosti/2024-03-12/v-bashkirii-200-uchastnikov-svo-i-chleny-ih-semey-poluchat-sotsialnye-sertifikaty-na-obrazovanie-3678438

 

 

Пушкӑртра 200 СВОна хутшăнакан тата вӗсен ҫемйисен членӗсем вӗренӳ валли социаллӑ сертификатсем илӗҫ
Пушкӑртра 200 СВОна хутшăнакан тата вӗсен ҫемйисен членӗсем вӗренӳ валли социаллӑ сертификатсем илӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: