Доброволец контракчĕпе Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ Сухоречкăри аслӑ сержант халӗ ӗнтӗ хӑйӗн ҫемйи патне тата ӗҫне таврӑннӑ.
Ҫӗршывӑн обществӑпа политика пурнӑҫӗнче икӗ ҫул ĕнтӗ кирлӗ йышӑнусем тата пур енчен те активлӑ пулӑшса пыракансем хушшинче пӗрремӗш плана Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗ тухать. Районти нумай ялсенчен, ҫар комиссариатӗнче контракт тунă ҫамрӑк каччӑсем, ҫитӗннӗ арҫынсем тата ҫар служащийӗсем тӳрӗ кӑмӑлпа СВОна хутшăнаççĕ.
— Эпӗ Сухоречкӑран Ҫурҫӗре СВО хыҫҫӑн иккӗмӗш вахтӑна каятӑп, - тет кӑҫал хӗрӗх ҫул ҫитнине палӑртма хатӗрленекен арҫын. — 2023 ҫулхи сентябрӗн 15-мӗшӗнче, ҫарпа тунă контракт вăхăчĕ иртнӗ хыҫҫӑн ӗҫре тухрӑм. Ҫӗнӗ контракт ҫине алӑ пусса службӑна малалла тӑсас тенӗччӗ, анчах юратнӑ мӑшӑрпа хӗрсем хирӗҫ пулчӗҫ. Эпӗ вӗсене итлерӗм. Хальхи вӑхӑтра Ханты-Мансийскри "Газпромнефт-Хантос" ОООра унчченхи ӗҫрех тавар операторӗ пулса ӗҫлетӗп.
Вӑтам шкул хыҫҫӑн ҫамрӑк каччӑ Октябрьскинчи нефть колледжӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унтан икӗ ҫул ҫарта призывпа служит тунӑ. Малтан Тулӑра вӗренӳ центрӗнче, унтан - Чулхулара ҫулталӑк ҫурӑ. Ҫартан аслӑ сержант пулса таврăннă. 2007 ҫулта вӑл ачаранпах туслӑ пулнă Сухоречка хӗрне качча илнӗ. Эльзина Сухоречкăри "Радуга" ача сачӗн воспитателӗ пулса ӗҫлет. Вӑл юратнӑ упӑшкине вырӑнти вӑтам шкулта вӗренекен икӗ илемлӗ хӗр парнеленӗ.
— Ҫар билетӗнче манӑн мобилизаци предписанийӗ пурччӗ, ӑна военкоматра вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи васкавлӑ вӑхӑт валли запасри мӗнпур ҫар служащисене параҫҫӗ. Вара эпӗ, нумай шухӑшласа тӑмасӑр, хамăн кабинет урлӑ районти ҫар комиссариатне хам ирӗкпе СВОна кайма заявлени патӑм, — аса илет пӗлтӗр пулса иртнисене ҫапӑçу ветеранӗ. — Ку вӑл 2023 ҫулхи февралӗн 27-мӗшӗнче пулчӗ. Районтан эпир иккĕн кайрăмăр: ман пекех Мелеспуçĕнчи доброволецпа. Доброволецсен контракт тӑрӑх "БАРС" — РФ Оборона министерствин экспериментальнӑй отрядне лекрĕм. Доброволецсен батальонĕн отделени командирӗ пулса тăтăм, эпир Запорожье енче пултăмар. Хама пӑхӑнса тӑракансемсӗр пуҫне, манӑн шанчӑклӑ тус пурччĕ, çурăм хыҫĕнчи пысӑк калибрлӑ пулемет.
Боец хӑй мӗн курни-илтни ҫинчен каласа парать. Вӗсен батальонӗ "хӗрлӗ зонӑра" — передовойра, икӗ енчен те тӑтӑшах перкелешнӗ ҫӗрте пулнӑ вӗт. Салтаксем хӑйсем траншейӑсем чавнă, аманнисем валли те, боеприпассем валли те блиндажсем хатӗрленĕ. Апат-çимĕçне те хăйсем пĕçернĕ. "Гуманитаркӑна" — маскировка сеткисене, пĕчĕк тӑван ҫӗршывĕнчен илсе килнӗ хыпарсене савӑнӑҫлӑн кӗтсе илнĕ. Ҫулла 43 градус таран шӑрӑх, кӗркунне - пылчӑк та çумăр. Умывальниксенче тӑватӑ уйӑх шыв пулман, нӳрлӗ салфиткесемпе "ҫӑвӑнма" тивнӗ. Ҫӗрпӳртсенче пурӑнма капиталлӑ ҫуртсемпе пурӑнмалли ҫуртсенчен нумай лайӑхрах та хӑрушсӑртарах, мĕншĕн тесен вӗсене час-часах тӑшман енчен минометсемпе персе тӑнӑ. Киле таврӑннӑ хыҫҫӑн пилӗк уйӑхран та пирӗн ветеран, хӑй каланӑ тӑрӑх, тӗлӗкӗнче час-часах тӑшмансене пулеметпа перет.
— Кулӑшла самантсем те пулчӗҫ, - йӑл кулса аса илет боец. — Пирӗн пата пӗр кушак килсе ерчĕ. Ӑна пурте çитеретчĕç, Катюша тесе ачашшӑн чӗнетчĕç. Анчах кайран ку кушак аҫи пулчĕ иккен. Вӑл пур ҫӗрте те тулли шӑшисене тытатчĕ: вӗсем йывӑҫсем ҫине те хӑпаратчĕç, пӗр турат ҫинчен тепри ҫине сикетчĕç. Мана Украинӑри хура тӑпра хытӑ тӗлӗнтерчӗ, вӑл пӗр метр ҫурӑ тарӑнӑша кӗрсе каять. Пирӗн патра хура тӑпра 30 сантиметр тарӑнӑшӗнчех вӗҫленет. Эпир атте-аннен тӑватӑ пĕртӑван ӳсрĕмĕр. Анчах манӑн пиччесен тӗрлӗ сӑлтавпа ҫарта служит тумалла пулмарӗ. Эпӗ хамшӑн ҫеҫ мар, вӗсемшӗн те ҫар тивӗҫне пурнӑҫларӑм пулӗ тесе шутлатӑп. Манӑн Тӑван çӗршыва унӑн чиккисене хӳтӗлес ӗҫе ҫӗнӗрен хутшӑнмалла пулсан, эпӗ, ним шухӑшласа тӑмасӑрах, каллех заявлени паратӑп та хам ирӗкпе ҫара каятӑп.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: боецӑн архивӗнчен.
Эсир ҫар службине контрактпа кайма е доброволецсен отрядне ҫырӑнма - ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнма пултаратӑр. Ҫакна тума эсир военкомата пырса ҫар служби иртни ҫинчен е доброволецсен отрядне кӗме контракт тума хатӗрри ҫинчен пӗлтерме пултаратӑр. Военкомата кайма меллӗ вырӑн суйласа илĕр тата "Госуслуги" сервис урлă та çырăнма пулать.
Контракт тăвас ыйтусемпе республикӑра пурӑнакансем пӗрлехи справка номерӗпе 177, Лару-тӑру центрне 122 е 7 (347) 218-19-19, е "Манӑн документсем" МФЦ ҫывӑхри офисĕпе усӑ курма пултараҫҫӗ.