Çутă çул
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
25 Мартӑн , 11:03

СВО зонинче Пушкӑртстанри ашшӗпе ывӑлӗ тӗл пулнă

Ятарлӑ ҫар операцине ирттернӗ зонӑра Дуван районӗнчи Каракулево ялӗнчи ашшӗпе ывӑлӗ тӗл пулма пултарнӑ.

СВО зонинче Пушкӑртстанри ашшӗпе ывӑлӗ тӗл пулнă
СВО зонинче Пушкӑртстанри ашшӗпе ывӑлӗ тӗл пулнă

Ятарлӑ ҫар операцине ирттернӗ зонӑра Дуван районӗнчи Каракулево ялӗнчи ашшӗпе ывӑлӗ тӗл пулма пултарнӑ.

"Сокол" позывнойлă боеца 2022 ҫулта сентябрӗн 27-мӗшӗнче ҫар службине мобилизаципе илнӗ. Унӑн ашшӗ,"Уфа" позывнойлă боец, Тӑван çӗршыва март пуҫламӑшӗнче хӑй ирӗкӗпе хӳтӗлеме тухса кайнӑ. Ывӑлӗ ҫапӑҫу хирӗнче задачӑсене пурнӑҫланӑ вӑхӑтра вӑл килте юлма пултарайман.

"Хӑйӗн ывӑлӗ ҫапӑҫнине пӗлсе, хуньăм лӑпкӑ ҫывӑрма пултараймарӗ. Контракта алӑ пусрӗ те хӑй ирӗкӗпе ывӑлӗпе юнашар службӑна тухса кайрӗ. Иртнӗ эрнере ывӑлӗпе ашшӗн тахҫантанпах кӗтнӗ тӗлпулу пулса иртрӗ. Вӗсем пирӗншӗн пысӑк мӑнаҫлӑхпа геройсем. Вӗсене хӑвӑртрах ҫӗнтерӳпе таврӑнма сунатпӑр", — "Дуванский вестник" кӑларӑмпа калаçнă "Соколӑн" мӑшӑрӗ.

Сăнӳкерчӗкĕ: "Дуванский вестник".

 

https://www.bashinform.ru/news/svo/2024-03-23/v-zone-svo-vstretilis-otets-i-syn-iz-bashkirii-3698388

 

Эсир ҫар службине контрактпа кайма е доброволецсен отрядне ҫырӑнма - ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнма пултаратӑр. Ҫакна тума эсир военкомата пырса ҫар служби иртни ҫинчен е доброволецсен отрядне кӗме контракт тума хатӗрри ҫинчен пӗлтерме пултаратӑр. Военкомата кайма меллӗ вырӑн суйласа илĕр тата "Госуслуги" сервис урлă та çырăнма пулать.

Контракт тăвас ыйтусемпе республикӑра пурӑнакансем пӗрлехи справка номерӗпе 177, Лару-тӑру центрне 122 е 7 (347) 218-19-19, е "Манӑн документсем" МФЦ ҫывӑхри офисĕпе усӑ курма пултараҫҫӗ.

 

 

СВО зонинче Пушкӑртстанри ашшӗпе ывӑлӗ тӗл пулнă
СВО зонинче Пушкӑртстанри ашшӗпе ывӑлӗ тӗл пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: