Çутă çул
+8 °С
Ҫумӑр
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
Общие статьи
2 Апрелӗн 2024, 11:13

Пушкӑртри СВОна хутшăнакан хĕрарăма паттӑрлӑхшӑн Шаймуратов генерал медалĕпе наградӑланӑ

"Шеф" позывнӑйлă çар çынни ҫар службине "Башкортостан" мотострелковӑй полкри Ахмет Давыдов ячӗллĕ медицина ротинче повар пулса ӗҫлет.

Пушкӑртри СВОна хутшăнакан хĕрарăма паттӑрлӑхшӑн Шаймуратов генерал медалĕпе наградӑланӑ
Пушкӑртри СВОна хутшăнакан хĕрарăма паттӑрлӑхшӑн Шаймуратов генерал медалĕпе наградӑланӑ

Пушкӑртри Благовар районӗнчи «Шеф» позывнойлă ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан хӗрарӑма Шаймуратов генерал медалӗпе наградӑланӑ. Кун пирки муниципалитет администрацийӗн пуҫлӑхӗ Марат Юсупов пӗлтернӗ.

Ҫар службин наградине Пушкӑрт Пуҫлӑхӗн ҫар служащийӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлес ыйтусем енӗпе ӗҫлекен советникӗ Алик Камалетдинов панӑ. Вӑл "Шеф" пурнӑҫшӑн хӑрушӑ условисенче служба тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне паттӑр тата хăюллă пулнине палӑртнă.

"Хӗрарӑм характерӗнче эпир кашни хутӗнче ҫемҫелĕхпе хӑюлӑх тата паттăрлăх пулнине палӑртатпӑр", — тесе çырнӑ Марат Юсупов хӑйӗн телеграм-каналĕнче.

Аса илтеретпӗр, "Шеф" позывнӑйлă çар çынни ҫар службине "Башкортостан" мотострелковӑй полкри Ахмет Давыдов ячӗллĕ медицина ротинче повар пулса ӗҫлет. Вӑл ҫӗршыв Оборона министерствипе пӗлтӗр ҫулла контракта алӑ пуснӑ, пӗлтернӗ "Башинформ" информагенство. "Шеф" Самара облаҫӗнче боевой слаживани иртнӗ, унта ӑна тата темиҫе хӗрарӑма уй-хир условийӗсенче апат хатӗрлеме ҫеҫ мар, пеме те, медицина пулӑшӑвӗ пама та вӗрентнӗ. "Шеф" ӗҫлекен подразделени 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ҫапӑҫусен территорине кӗнӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Республикинчи Благовар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Марат Юсуповӑн телеграм-каналӗ.

https://www.bashinform.ru/news/svo/2024-04-01/uchastnitsu-svo-iz-bashkirii-za-otvagu-nagradili-medalyu-generala-shaymuratova-3709283

 

 

Пушкӑртри СВОна хутшăнакан хĕрарăма паттӑрлӑхшӑн Шаймуратов генерал медалĕпе наградӑланӑ
Пушкӑртри СВОна хутшăнакан хĕрарăма паттӑрлӑхшӑн Шаймуратов генерал медалĕпе наградӑланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: