Арҫынсем ҫапӑҫнӑ вăхăтра хӗрарӑм шӑпи шанчӑклӑ тыл тата вӑйлӑ пулӑшу пуласси. Акӑ эпир те апат-ҫимӗҫ ӑсататпӑр, нускисем, маскировка сеткисем ҫыхатпӑр, салфиткесем, окоп ҫуртисем хатӗрлетпӗр, кам мӗн тума пултарать, çавна пурне те пулӑшатпӑр — ялта нимӗнпе те интересленмен тата сÿрĕк кăмăллă ҫынсем ҫук.
Пӗлтӗрхи февральте Наталья Венеровна Ковальцова ертсе пынипе Хушăлкари Культура çуртӗнче маскировка сеткисем явма станок лартнă. Материалĕпе сеткисене "Все для фронта — Бижбуляк" волонтерсен ушкӑнӗ урлӑ илетпӗр. Ушкӑн волонтерӗ Эллина Суфьянова пирĕнпе яланах ҫыхӑну тытать. Малтанхи кунсенчех И.П. Андреева, Е.В. Павлова, Л.В. Данилова, Г.Р. Газизова, Т.М. Михайлова, З.М. Тютюник, В.А. Яковлева, С.Е. Иванова, Н.Н. Михайлова, И.Г. Степанова тата ыттисем те ӗҫе хутшӑнчĕç. Ҫак ӑстаҫӑсем хӗлле те, ҫулла та вӑхӑт тупса маскировка сеткисем ҫыхма çÿреҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах Хушăлкари вӑтам шкулта та маскировка сеткисем ҫыхмалли станок тунă. Ӑна А.В. Васильевпа Н.И. Петров туса лартрĕç. Н.Е. Васильевапа Е.В. Павлова хӑйсем маскировка сетки тума вĕреннĕ те шкул ачисене те сеткă явма вӗрентнӗ. Елена Вячеславовна ертсе пынипе вӗренекенсем тата нумай функциллӗ сулӑ ҫыхаҫҫӗ. Госпиталь валли нускисем пухасси ҫинчен пӗлтерсен, ялти хӗрарӑмсем пурте тенӗ пекех хурав пачĕç. Ҫип заказ пама ӗлкӗрейместĕмĕр, килсе илсе каятчĕç, хатӗр нускисене йӑтса та пыратчĕç. Пирӗн ӑстаҫӑсем Надежда Тимофеева, Галина Осипова, Лилия Василева, Валентина Данилова, Светлана Иванова, Евгения Антонова, Марина Григорьева пуринчен ытла нускисем ҫыхрӗҫ. Наталья Уколовапа Анастасия Рахубинская госпиталь валли ятарлӑ труççисем ҫӗлеме вӗренсе ҫитрĕç. Медицина салфиткисене 5000 ытла хатӗрлерĕмĕр, ял ҫыннисем вара, яланхи пекех, ку ӗҫе питӗ хастар хутшӑнчĕç. Дмитрипе Денис Павловсем окоп ҫуртисем тума пулӑшаҫҫӗ. Посылкӑсене чӗркесе ӑсатас ӗҫе Кларапа Ирина Семеновасем хăй çине илчĕç. Паянхи куна 100 ытла маскировка сеткисем ҫыхса СВО зонине ӑсатнă.
Ăстаçăсем ӗҫленĕ чухне нимӗн те чӗнменнине асӑрхарăм, ман шутпа, вӗсем пирӗн салтаксем киле хӑвӑртрах Çĕнтерÿпе таврӑнччĕр тесе Турра кӗлтӑваҫҫӗ.…
Надежда СПИРИДОНОВА,
Хушăлка ялĕ.
Сӑнӳкерчӗкĕсем: Надежда Спиридонован архивĕнчен.