2024 ҫулхи апрелӗн 5-мӗшнехи 9:00 сехет тĕлне Пишпÿлек районӗнчи çурхи шыв лару-тӑрӑвӗ ҫинчен калакан информаци.
Уязы юханшывӗнчи шыв шайӗ 330 см шайра, Азнай ялӗнче шыв çырантан тухнине пула темиҫе килкартине шыв илсе кайнă. Пишпÿлек районӗнчи çурхи шыва хирĕç комиссийӗн членӗсем талӑкӗпех Азнай ялӗнче дежурствӑра тӑраҫҫӗ. Май килнӗ таран сиен кӳмессе кирлӗ мерӑсене пурне те йышӑннӑ. Килти выльӑх-чӗрлӗхе хӑрушсӑр вырӑна куҫарнӑ, кил-ҫуртсене пӑхса ҫаврӑннӑ, вырӑнти ҫынсемпе калаҫусем, лару-тӑру йывӑрланас-тӑвас пулсан, ирттернӗ. Кирлӗ техника пурте хатӗр. Лару-тӑрӑва тӗрӗслеҫҫӗ.
Дема ҫырминчи шыв талӑк хушшинче ҫӗкленнӗ те Аит патӗнче сӑнав пунктӗнче 300 см таран ӳснӗ, районта юханшывсемпе шывсем хăпарассине пӗрмаях мониторинг тӑваççĕ. Юр шеп ирӗлнипе ҫырма-ҫатрасенчен юхӑмсем пухӑнма пултараççĕ. Ҫак сӑлтавпа районта пурӑнакансене сыхӑ пулма ыйтатпӑр! Чрезвычайлӑ лару-тӑру сиксе тухсан Пишпӳлек районӗн ЕДДСне 112 е 8 (34743) 2-11-64 телефонпа шăнкăравлама ыйтатпӑр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.