Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общие статьи
9 Апрелӗн , 11:49

2023 ҫулта СВОна хутшӑнакансене пулӑшма Пушкӑртра 5,1 миллиард тенкӗ янӑ

Кун ҫинчен апрелӗн 8-мӗшӗнче, ПР Правительствин оперативлӑ канашлӑвӗнче Пушкӑрт финанс министрӗ Лира Игтисамова пӗлтернӗ.

2023 ҫулта СВОна хутшӑнакансене пулӑшма Пушкӑртра 5,1 миллиард тенкӗ янӑ
2023 ҫулта СВОна хутшӑнакансене пулӑшма Пушкӑртра 5,1 миллиард тенкӗ янӑ

2023 ҫулта ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисен членӗсене пулӑшма Пушкӑрт Республикинче 5,1 миллиард тенкӗ янӑ. Кун ҫинчен апрелӗн 8-мӗшӗнче, ПР Правительствин оперативлӑ канашлӑвӗнче Пушкӑрт финанс министрӗ Лира Игтисамова пӗлтернӗ.

Пушкӑрт Республикинче СВОна хутшăнакансене тата вӗсен ҫемйисен членӗсене пулӑшмалли 39 ытла мера ӗҫлет. Пулӑшу мерисемпе кунта паллашма пулать: https://mintrud.bashkortostan.ru/activity/39327/

Халӗ ҫӗр лаптӑкӗсене тӳлевсӗр уйӑрма хутшӑнакансене шута илмелли хут йӗркеленӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра граждансен уйрӑм категорийӗсем валли 52478 тенкӗ номиналпа реабилитаци тума сертификатсене спецоперацие хутшӑнакансене кӗртме пуҫлаҫҫӗ. Пулӑшу паракансен вӑй-хӑвачӗпе усӑ куракан документсене реестра кӗртме хатӗрленеҫҫӗ.

— Пирӗн задача кунта аманнӑ хыҫҫӑн тата реабилитаци кирлӗ пулнӑ хыҫҫӑн киле таврӑннӑ ҫынсене пур енчен те пулӑшасси, — палӑртнă Лира Игтисамова.

https://mgazeta.com/news/SVO/2024-04-08/v-bashkirii-na-podderzhku-uchastnikov-svo-v-2023-godu-napravleno-5-1-mlrd-rubley-3719577

 

 

2023 ҫулта СВОна хутшӑнакансене пулӑшма Пушкӑртра 5,1 миллиард тенкӗ янӑ
2023 ҫулта СВОна хутшӑнакансене пулӑшма Пушкӑртра 5,1 миллиард тенкӗ янӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: