Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Сывлӑха ҫирӗплетĕр Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕШкул ачисем пушар чаçĕнче экскурсинче пулнăПушкӑрт ҫыннисене "ПрофФест"-2025 ваканси ярмăрккине чӗнеҫҫӗ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕЛюбимова музейсемпе библиотекӑсене модернизацилени çинчен Путина пӗлтернӗИнструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклă
Пур хыпар та
10
Общие статьи
9 Апрелӗн 2024, 11:14

Хушăлкара авари сигнализацийӗпе тата авари чарӑнӑвӗн паллипе усӑ курма вĕренеççĕ

Ҫул-йӗр юхӑмӗ кӑткӑс процесс, унӑн хӑрушсӑрлӑхӗ теори пӗлӗвӗпе практикӑра усӑ курма пӗлнинчен килет.

Хушăлкари вăтам шкулта "Самоходнӑй машинӑсен ҫамрӑк водителӗсен шкулӗ" пĕрлешевĕн хушма пӗлӳ педагогӗ В.И. Яковлев «Авари сигнализацийӗпе тата авари чарӑнӑвӗн паллипе усӑ курасси" темӑпа уҫӑ заняти ирттернӗ.

Педагог авари сигнализацине хăçан хускатмаллине ӑнлантарса панӑ.

Авари сигнализацине:

- ҫул-транспорт инкекӗнче;

- чарӑнма юраман вырӑнсенче ирӗксӗрех чарӑнса тӑрсан;

- буксировкӑра (кӑкарса пыракан механика транспорт хатӗрӗпе);

- водитель фарӑсен ҫутипе суккӑрлансан;

- ачасене транспорт хатӗрӗ ҫине лартнӑ тата унтан антарнă чухне "Ачасене турттараççĕ" паллӑллă пулсан;

- водитель транспорт хатӗрӗ тума пултаракан хӑрушлӑх ҫинчен çул-йĕр юхăмне хутшӑнакансене асӑрхаттармашкӑн ҫутӑ сигнализацине хускатмалла.

Авариллĕ чарӑну палли — хӗрлӗ виҫкӗтеслӗх, водитель кирлӗ чухне ҫулӑн пӗр пайне ҫывхарса килекен транспорт енчен лартмалла.

Теори пӗлӗвӗсене ачасем практикӑра ҫирӗплетнӗ.

Тӗллевсемпе задачӑсене пурнӑҫланӑ. Ачасене ПДДпа экзамен панӑ чухне ҫитӗнӳсем тума тата пурне те водитель удостоверенине илме сунатпӑр!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социалла сетьри страницинчен.

https://vk.com/public144264663

Хушăлкара авари сигнализацийӗпе тата авари чарӑнӑвӗн паллипе усӑ курма вĕренеççĕ
Хушăлкара авари сигнализацийӗпе тата авари чарӑнӑвӗн паллипе усӑ курма вĕренеççĕ
Хушăлкара авари сигнализацийӗпе тата авари чарӑнӑвӗн паллипе усӑ курма вĕренеççĕ
Хушăлкара авари сигнализацийӗпе тата авари чарӑнӑвӗн паллипе усӑ курма вĕренеççĕ
Хушăлкара авари сигнализацийӗпе тата авари чарӑнӑвӗн паллипе усӑ курма вĕренеççĕ
Хушăлкара авари сигнализацийӗпе тата авари чарӑнӑвӗн паллипе усӑ курма вĕренеççĕ
Хушăлкара авари сигнализацийӗпе тата авари чарӑнӑвӗн паллипе усӑ курма вĕренеççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: