Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Раҫҫей Президенчӗпе Владимир Путинпа тӗл пулнӑ чухне ятарлӑ ҫар операцине пулӑшу памалли майсем ҫинчен каласа панӑ.
– Ку пирӗншӗн халӗ тӗп задача. Республикӑна эпир çапла аталантаратпăр, чӑнах та çак задачӑран хакли ҫук тесе шутлатпăр. Ку чи малтан пирӗн ҫар ҫыннисене пулӑшни пулать. Пушкӑртстанран пирӗн каччӑсем нумай ҫапӑҫаҫҫӗ, - палӑртнă Радий Хабиров. – Пур регионсем те, эпир пӗр-пӗринчен вӗренетпӗр, ҫавӑнпа эпир хамӑр мӗнле пулӑшу парассине пӑхса тӑратпăр. Икӗ ҫул хушшинче эпир çичĕ миллиард ытла тенкӗ укҫа ятӑмӑр. Вӗсем пурте конкретлӑ япаласем. Пушкӑртстанра пурӗ СВОна хутшăнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшакан 39 мера ӗҫлет. Пулӑшу комплекслӑ пулать, ҫавна май ҫар ҫыннисен ачисене уйрӑмах тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Сӑмахран, ача садне 4 838 ача, кружоксене – 3 890 ача тӳлевсӗр ҫӳреҫҫӗ. Тӳлевсӗр вӗри апатпа 5 427 5-11-мĕш класра вӗренекенпе колледжри 987 студента тивӗҫтернӗ. Унсӑр пуҫне санаторипе курорт сиплевне 3,9 пин СВОна хутшăнаканпа унăн çемьин членĕсем, ҫав шутра 1,2 пин ача хутшӑннӑ. Уйрӑм пурӑнмалли ҫуртсене газификацилеме сертификатсемпе 470 ҫынна тивӗҫтернӗ. 2022 ҫулта транспорт налукӗн ҫӑмӑллӑхне 1,4 пин ытла ҫар ҫынни йӗркеленӗ.
Регион ертӳҫи хӑйне ӑшӑ кӑмӑлпа йышӑнакан боецсемшӗн пулӑшу пӗлтерӗшне палӑртнӑ тата ҫак ҫул-йӗре малалла аталантармалли плансем ҫинчен пӗлтернӗ.
https://svetput.ru/news/common_material/2024-04-09/radiy-habirov-rasskazal-vladimiru-putinu-o-merah-podderzhki-svo-3721967